Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района Александра Крикова с Днем учителя

Хисеплĕ учительсем тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Мĕн пур кăмăлтан Сире профессиллĕ Уяв ячĕпе саламлатăп. Эсир  кашни çынна  кирлĕ ĕç пурнăçлатăр. Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе, ертсе пынă май эсир вĕсене хăйсене тĕллĕн шухăшлама, тивĕçлĕ йышăнусем тума хăнăхтаратăр, çав вăхăтрах районăн, çĕршывăн пуласлăхне туптатăр. Çĕнĕлĕхе, культурăна, ĕс – хакăлпа ăшпиллĕхе ача чăн малтан вĕрентекен урлă уйăрма тытăнать.

Хальхи вăхăтри учительĕн пурнăçĕ пултарулăхпа çыхăнмалла. Яваплăха туйса, малашлăха курса тăрăшакан педагогсем пирĕн районта чылай. Çавна май Раççей Федераци, Чăваш Республики Президенчĕн гранчĕсене тивĕçрĕç. Юлашки вăхăтра вĕрентÿ системинче палăрмалла улшăнусем пулса иртрĕç. Çĕнĕ йышши оборудованисем, интернет çыхăнăвĕ, меллĕ çулсем, шкул автобусĕсем, модельлĕ библиотекăсем  пурри чăннипех çирĕп пуласлăх шантарать. Палăртмалла, вĕрентÿ  - приоритетлă наци проекчĕсен шутĕнче. Апла пулсан, пурнăçа кĕртмелли пирĕн татах нумай. Шанатăп, хисеплĕ учительсем, сирĕн ĕç опытне, пĕлĕве кура палăртнă задачăсемпе тивĕçлĕ йышăну тăватпăрах.

Уяв ячĕпе саламласа кулленхи ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем, иксĕлми вăй–хăват, çирĕп сывлăх тата  пултаруллă ачасем сунатăп.

      Район пуçлăхĕ                                   А.И.Криков



04 октября 2007
00:00
Поделиться