Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Международным днем пожилых людей

                                        Хисеплĕ ветерансем!

 

Октябрĕн 1 – мĕшĕнче эпир çулсерен Аслă ăрури çынсен кунне паллă тăватпăр. Çак дата пирĕн пурнăçа çирĕппĕнех кĕрсе пырать, çулсемпе аслăраххисемшĕн вăл чăннипех паллă кун пулса тăрать. Паян,  уяв ячĕпе саламланă май, эсир халăхăн ырă йăла – йĕркисене, паха опытне, традицийĕсене ăруран – ăрăва парса пыракансем пулнине палăртас килет. Çулсене пăхмасăр çитĕнсе пыракан ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе активлă хутшăнатăр, районăн обществăлла пурнăçĕ те сирĕншĕн аякра мар. Халăхра ахальтен каламан: «Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть».

Эпир, паянхи ăру, сире ăслă, ырă кăмăллă, чăтăмлă пулса паянхи пурнăçа кирлĕ пек йышăннишĕн, малашлăха шаннишĕн тав тăватпăр. Сирĕн умăрта эпир татса памалла мар парăмра , тавăрса пама май та çук. Анчах та асрах тытатпăр, куллен  тĕрлĕ енлĕн пулăшасси, çăмăллăх кÿресси  - пирĕн тивĕç, тĕп задача.

Уяв ячĕпе саламласа, хисеплĕ ветерансем, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Сирĕн çумра яланах юратакан, сирĕншĕн тăрăшакан ачасем, мăнуксем пулччăр.  

 

  

 

Район   пуçлăхĕ А.И.Криков                                                                              


28 сентября 2007
00:00
Поделиться
;