Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы района А.И. Крикова с Днем знаний

Хисеплĕ учительсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Хаклă шкул ачисемпе ашшĕ- амăшĕсем!

 

Сире ПĕлŸ кунĕ - çĕнĕ вĕренŸ çулĕ пуçланнă ятпа чун – чĕререн саламлатăп. Сентябрĕн 1 – мĕшĕ çулсене пăхмасăрах пуриншĕн те пирĕншĕн хумхануллă уяв. Пĕрремĕш хут шкул парти хушшине ларакансемшĕн пушшех те. Ыркăмăллăхпа илемлĕх, культура тĕнчинче ăс пухакан çитĕнекен ăру этемллĕхĕн лайăх енĕсене, Ÿт – пŸпе ăсхакăл енчен сывлăхлă Ÿсеççĕ. Шăпах çавăнпа педагогсем ачасене пур енлĕн аталантарма тĕллев лартаççĕ те.

Çулсерен, районти инфратытăма аталантарассипе тĕллевлĕ программăсем  ăнăçлă пулса пыраççĕ. Шкулсенче компьютерсен шучĕ Ÿсни, модельлĕ билиотекăсем, врач офисĕсем  , çĕнĕ çулсем хута кайни , шкул автобусĕсем уйрăм маршрутпа çŸрени – ачасемпе педагогсен пурнăç шайне Ÿстерет, халăх пурнăçне лайăх еннелле улăштарать.

Паянхи кун, çитĕнекен ăрун тарăн пĕлŸ илме пур услови те пур. Апла пулсан, тăрăшса ăс пухмалла кăна. Вĕрентекенсен куллен çитĕнŸсем тума тулли кăмăл пултăр.

 Пурне те уяв ячĕпе телейлĕ малашлăх, ырă шухăш – туйăм, иксĕлми вăй – хал сунатăп.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Район пуçлăхĕ                                                          А.И.Криков

 



31 августа 2007
00:00
Поделиться
;