Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Сура-Енкĕлт» çул хута кайрĕ

ЧР Президенчĕ Н.Федоров республикăри кашни ял патне хытарнă çул сарас тĕлĕшпе йышăннă Указ пурнăçа кĕрсе пырать. Акă, июнĕн 29-мĕшĕнче Енкĕлтре пурăнакансем­шĕн асра юлмалли кун пулчĕ, яла асфальт çул çитрĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта район пуçлăхĕ А.Криков та хутшăнчĕ.

Тахçанах кĕтнĕ çул хута кайнине паллă тума ял çыннисем те чылаййăн пуçтарăнчĕç. Ялти чи ватă, чи хисеплĕ çын П.Е. Борисов та ырă саманта хăй курса савăнчĕ, хĕпĕртерĕ.

Палăртнă вăхăт çитсен пурте Енкĕлт ялне кĕрекен, кивĕ вокзал çурчĕ вырнаçнă енчи çул юппине пухăнчĕç. Ял халăхĕ хăнасене чăвашсен ырă йăли-йĕркипе, çăкăр-тăварпа, кĕтсе илчĕ, яла асфальт çул туса панăшăн район пуçлăхне А.Крикова, ЧР Хула строительствин тата обществăлла инфратытăмĕн министерствине (министрăн çумĕ А.Лепилин хăй те уявра пулчĕ), подрядчиксене чунтанах тав турĕ. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Романов ял тăрăхĕн территорийĕнче çĕнĕ çул хута кайнипе мухтаннине, çĕнĕ пулăм ял аталанăвĕнче пысăк пулăшу кÿрессе шаннине пĕлтерчĕ. Унтан хĕрлĕ хăю касса “Сура-Енкĕлт” çула уçрĕç, тÿрĕ тикĕс çулпа пурте ял варринелле утрĕç, çул пахалăхĕпе паллашрĕç. Кунта ял халăхĕ тулли сĕтел хатĕрленĕ. Александр Иванович çĕнĕ çула хута ярас ĕçре тăрăшса вăй хунă “Волгодорстрой” УАО генеральнăй директорне К.Жаркова, ыттисене те пысăк ĕçсемшĕн тав турĕ, Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, ăнăçу сунчĕ. Енкĕлт ялĕнче çуралса ÿснĕ М. Ярайкина пенсионер уява чăваш тумĕпе тухнă. Вăл ялта та лайăх çулсăр май çуккине палăртса асфальт çулшăн чунтанах савăннине пĕлтерчĕ, пурне те тăван яла мухтаса юрăпа савăнтарчĕ.

Енкĕлтсене çул уçăлнă ятпа саламлама И.Шинжаев ертсе пыракан чăваш эстрада ушкăнĕ килсе çитнĕ. Ялта çул-йĕр ыйтăвĕ пурнăçланса пынишĕн чунтанах хĕпĕртенĕ ял çыннисем артистсемпе пĕрле юрласа савăнчĕç.



"Пирěн пурнăç"
04 июля 2007
00:00
Поделиться