Патшалăх пулăшăвĕ
- Амăшĕн (çемье) капиталĕн ирĕкĕпе кам усă курать;
Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ пур иккĕмĕш ача çуратнă (усрава илнĕ) РФ гражданĕсен çак ушкăнĕсем, вĕсем ăçта пурăннине пăхмасăр, çемье капиталĕн ирĕкне илеççĕ:
- 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен иккĕмĕш ача çуратнă (усрава илнĕ) хĕрарăмсем*
- 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă (усрава илнĕ) хĕрарăмсем, енчен те вĕсем амăшĕн капиталĕн ирĕкĕпе маларах усă курман пулсан*
- иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачана хăй усрава илнĕ арçын, енчен те усрава илнĕ пирки суд йышăнни 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрсен.
Ашшĕ тата амăшĕ вилсен амăшĕн капиталĕн ирĕкĕ ачасене куçать, унпа хуçаланма ачасен саккунлă представителĕсем - опекунсем е йышăннă ашшĕ-амăшĕ - пултараççĕ.
- Иккĕмĕш ачана 2007 çулччен çуратнă çемье амăшĕн капиталне илме пултарать-и;
- Иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасене 2007 çулччен çуратнă çемьесем патшалăх тÿлевне тивĕçмеççĕ.
- Хĕрарăм пĕрремĕш хырăмпах йĕкĕреш çуратсан вăл амăшĕн капиталĕн ирĕкне илеет-и;
Хĕрарăм 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш хут харăсах икĕ ача çуратсан амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçет, çак укçа-тенкĕпе вăл ачасем виçĕ çул тултарсан усă курма пултарать.
- Сертификата çухатсан мĕн тумалла;
Сертификата çухатсан унăн хуçин РФ Пенси фондне дубликат илме пымалла.
- Патшалăх тÿлевĕпе - 250 пин тенкĕпе - хăçан усă курма тытăнмалла;
Амăшĕн капиталĕн ирĕкне илсе килнĕ ача çуралнăранпа е усрава илнĕренпе виçĕ çул çитсен патшалăх тÿлевĕпе усă курма тытăнмалла.
Çав укçапа е унăн пĕр пайĕпе 2010 çулăн пĕрремĕш çурринче усă курас тесен 2009 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса памалла.
- Амăшĕн капиталне мĕн сăлтавпа памасăр хăварма пултараççĕ;
Заявленире тĕрĕс мар сведенисем кăтартсан* пĕрремĕш ача тĕлĕшпе амăшĕн ирĕкне туртса илнĕ хĕрарăм иккĕмĕш ача çуратсан* çемьери иккĕмĕш, ун хыççăнхи ачасем Раççей гражданĕсем шутланмасан* çемье амăшĕн капиталĕн ирĕкĕпе пĕр хут усă курнă пулсан ыйтăва тивĕçтермеççĕ.