Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Асран кайми тĕл пулу

Ачалăх çулĕсем кашни çын асне тарăн кĕрсе юлаççĕ. Тантăшсемпе пĕрле выляни, çу кунĕсенче шыва кĕме çÿрени, класра çуралнă туслăхпа юрату туйăмĕсем çитĕнсе çитсен чи ырă та ăшă кăмăл çуратаççĕ. Çакăн пек савăнăçлă аса илÿсем илтме тÿр килчĕ Мишеркассинчи вăтам шкулта пулса иртнĕ тĕл пулура. 1977 çулта шкултан вĕренсе тухнисем пухăнчĕç кунта. Вĕсене шкул музейĕнче И.Вазяков учитель-пенсионер ăшшăн кĕтсе илчĕ, шкулăн историйĕпе паллаштарчĕ. 30 çул хушшинче самаях улшăнусем пулса иртнĕ. 2001 çулта шкулăн 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Ун чухне вĕренсе тухнисенчен улттăшĕ ученăй ятне тивĕçнĕ пулсан, халĕ вĕсен йышĕ саккăра çитрĕ. Шкул пĕтернисенчен нумайăшĕ паллă çынсем пулса тăчĕç. Вĕсем хушшинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем вун виççĕ, орденсемпе медальсем илнисем çĕр çынна яхăн.

Шкул историйĕн альбомĕнче хăнасем вĕреннĕ чухнехи сăн ÿкерчĕксенче пĕрле ÿснĕ тантăшĕсене, учительсене курса хăйсен ачалăхне аса илчĕç, тав сăмахĕсем çырса хăварчĕç. Унтан шкулăн акт залĕнче вĕренекенсемпе тата учительсемпе тĕл пулу иртрĕ. Ăна шкул директорĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ А.Лукин уçрĕ. Вăл пухăннисене  ăшшăн саламларĕ, вĕренсе тухнисене пурнăçра пысăк ÿсĕмсем туса шкул чысне çÿле çĕкленĕшĕн тав турĕ, çĕнĕ ÿсĕмсем тума çирĕп сывлăхпа телей, ăнăçу сунчĕ. 70-мĕш çулсенче шкул тата класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ пулса ĕçленĕ И.Вазяков ветеран-учитель вăл вăхăтра ачасем пĕр-пĕринпе ăмăртса вĕренни çинчен каларĕ, вĕренекенсене хăнасемпе уйрăммăн паллаштарчĕ. Акă, техника наукисен кандидачĕ, подполковник званине тивĕçнĕ Валерий Иванович Данилов Тверь хулинчен тĕл пулăва çемйипех килнĕ. Ăна сăмах парсан, çапла каларĕ: “Вăтам шкул  пĕтĕмĕшле пĕлÿ парса ачасене пурнăç çулĕ çине кăларать. Шкулта кашни предметпа илнĕ пĕлÿ малашнехи пурнăçра кирлĕ пулать. Çапла мана та пур предметпа та тăрăшса вĕренни усăллă пулчĕ, уйрăмах черчени лайăх пĕлнишĕн савăнтăм. Вăтам шкул хыççăн юратнă професси илме малалла вĕренмелле. Манăн офицер пулас ĕмĕт çуралчĕ. Эпĕ Тамбоври çар училищине вĕренме кĕтĕм. Виçĕ çултан ăна ăнăçлă пĕтертĕм, лейтенант званине тивĕçрĕм. Пĕрремĕш ĕмĕт пурнăçланчĕ. Унтан тăватă çул хушши - Совет Çарĕн Германинче тăракан ушкăнта. Кунта малалла вĕренес шухăш çуралчĕ, 1984 çулта эпĕ Харьковри Çар инженерин ПВО радиотехника академине кĕтĕм. Аслă пĕлÿ илме çăмăлах пулмарĕ. Анчах тăрăшса вĕренни сая каймарĕ. Лайăх паллăсемпе вĕреннĕшĕн тата çар службинче тунă ÿсĕмсемшĕн мана вăхăт çитмесĕрех капитан званине пачĕç. 1988 çулта Çар академине эпĕ ăнăçлă вĕренсе пĕтертĕм, аслă пĕлÿ илсе “Управленин автоматлă системине математика енчен пулăшса тăрасси” профессие алла илтĕм те наукăн кĕçĕн сотрудникĕ пулса ĕçлеме пуçларăм. Пилĕк çултан мана подполковник званине пачĕç. Вунă çул хушшинче эпĕ 40 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырма пултартăм. 2003 çулта  техника наукисен кандидачĕ ятне илме диссертаци хÿтĕлерĕм. Халĕ Тверь хулинче наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçлетĕп.

Утаркасси ялĕнче пурăнакан Г.Михатайкин та тĕл пулура хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ.

- Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн нумай çамрăк хуласене тухса кайрĕ: пĕрисем вĕренме, теприсем ĕçлеме. Манăн вара ялтах пурăнма ĕмĕт çуралчĕ. Совет Çарĕнче службăра пулнă хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕтĕм. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн “Искра” колхозра агроном, ял Совет председателĕ пулса ĕçлерĕм, Мишеркассинчи вăтам шкулта ачасене хурт-хăмăр ăсти пулма вĕрентрĕм. Рита мăшăрăмпа икĕ ача çуратса ÿстертĕмĕр. Асли, Таня, кăçал Шупашкарти медицина колледжне вĕренсе пĕтерет, кĕçĕнни, Саша, ял хуçалăх академийĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет. Кил-çурт çавăртăмăр. Юлашки çулсенче ялта пурнăç самаях йывăрланчĕ. Çапах та тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесен, сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан йывăрлăхсене çĕнтерме пулать. Килти хуçалăхра хурт-хăмăр ĕрчететĕн, выльăхсем усратăн. Пĕрле вĕреннĕ тантăшсем тĕл пулу ирттерме шухăш тытсан питĕ савăнтăм, пурне те курса калаçас килчĕ. Пирĕн вăхăтри çамрăксем чăннипех пултаруллă, кашни пурнăçра хăй вырăнне, телейне тупнă, пурте çемьеллĕ, ачасем ÿстереççĕ. Тĕл пулăва пуçтарăннисене чунтанах саламлатăп, пире вĕрентнĕ учительсене ырăпа аса илетĕп, шкулта çуралнă туслăх ĕмĕрлĕхех тăсăлтăр. Аслисем хăйсен пурнăç çулĕ çинчен каласа панисем шкул ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулччăр.



"Пирěн пурнăç"
04 июля 2007
00:00
Поделиться