Çамрăксем йăнăш çул çине ан тăччăр
Хальхи вăхăтра район территорийĕнче çул çитмен 4172 çамрăк пурăнать, вĕсенчен 124-шĕ социаллă йывăр çемьесенче нушаланать. Саккуна тата обществăлла йĕркелĕхе пăснăшăн 26 çамрăка учета тăратнă, вĕсенчен 22-шĕ шкул ачисем. Учетра тăракансенчен 22-шĕ ют пурлăха хапсăннипе айăпа кĕнĕ, 2-шĕ шкулти занятисене пĕр сăлтавсăрах çÿремен, 2-шĕ çынна пусмăрланă.
Çул çитмен çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма пулăшас тĕлĕшпе комисси членĕсем, педагогсем, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем профилактикăлла ĕçсем ирттерсех тăраççĕ, рейдсем йĕркелеççĕ, килĕсене çитсе ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçаççĕ тата ытти те. Çул çитмен çамрăксене ялан асăрхаса тăнăран кăçал вĕсем хушшинче преступлени тăвасси чакнă. Юлашки 6 уйăхра 6 хутчен йĕркене пăсни çинчен регистрациленĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта 9 тĕслĕх пулнă.
Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне йывăр лару-тăрури 62 çемьене учета илнĕ, вĕсенче 124 ача. 15 ашшĕ-амăшне ачисене тимлĕх уйăрманшăн, тивĕçлĕ воспитани парайманшăн ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă, ачисене лайăх çемьесене вырнаçтарнă, хăшĕсем амăшĕ е ашшĕ çумĕнче хÿтлĕхре юлнă. Сăмах май, ашшĕ-амăшĕ ачисене çителĕклĕ тимлĕх уйăрманран чылайăшĕ преступлени çулĕ çине тăрать. Ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстересси çине алă сулнă ашшĕ-амăшĕсем тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăнма тиветех ĕнтĕ. Кăçал çур çул хушшинче çавăн пек 51 çемьене çитсе унти лару-тăрупа паллашнă, ачисен пурнăçĕпе интересленнĕ. Палăртмалла, вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕсем тата педагогсем ачасем сăлтавсăрах шкултан пăрăннине те асăрхаса тăраççĕ, учета илеççĕ, ун пек çемьесемпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Акă, çулталăк пуçланнăранпа 14 çамрăка, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене комиссине чĕнсе калаçнă. Мăн Этменти вăтам шкулта 8 класра вĕреннĕ 16 çулхи И. хĕр ачана çакăн пек сăлтавшăнах шкултан кăларса ямалла тунă, мĕншĕн тесен вăл пачах вĕренме çÿремен. Калас пулать, çавăн пек çапкаланса çÿреме юратакан ачасем ытти шкулсенче те пур.
Районти социаллă аталану пайĕнче тăрăшакансем яшсемпе хĕрсене преступлени тăвасран хăтарас тесе вĕсен канăвне усăллă ирттерме тăрăшать, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тесе спорт ăмăртăвĕсем, кану каçĕсем сахал мар ирттерет. Çур çул хушшинче 3000 яхăн çамрăка спорт ăмăртăвĕсене явăçтарнă.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та çуллахи тапхăрта предприяти-организацисемпе килĕшÿ туса яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа ĕç вырăнĕ тупса пама пулăшать, ĕçлесе илме майсем туса парать.
Шкулсем çумĕнчи ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлени çамрăксене вăхăта усăллă та савăнăçлă ирттерме пулăшаççĕ. Унта нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă çемьесенчи ачасем канлĕх тупрĕç. Анчах Çĕн Атикассипе Шулю шкулĕсенче тĕрлĕ сăлтавсене пула кану лагерĕсем уçăлаймарĕç.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ йывăр çемьесенчи ачасене республикăри сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене ярать. Июнь уйăхĕнче 3 ача путевкăпа каннă, июль уйăхĕнче тата 4 çамрăк путевкăллă пулĕç.
Малашлăх - çамрăксенче. Эппин, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăма пулăшасси аслисенчен нумай килет. Ачасем усăсăр çапкаланса ан çÿреччĕр, йĕркене ан пăсчăр тесен, вĕсене обществăлла ĕçсене туллин явăçтармалла, пушă вăхăта интереслĕ ĕçсемпе ирттермелле. Ырă ĕç темле ачана та сиплет.