Уяв хăнисем Чăваш Ен пирки
Борис ГРЫЗЛОВ, Раççей Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Председателĕ, “Единая Россия” парти лидерĕ:
- Чăваш Ен - ăнăçлă аталанса пыракан регион, промышленноç производствин ÿсĕмĕпе Раççейри вăтам кăтартуран малта пырать. Чăваш Республики чăннипех те тулли пурнăçпа пурăнать. Ку çынсем республикăн пысăк пуянлăхĕ пулнипе, вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшнипе çыхăннă.
Уяв кунĕнче Шупашкар районĕнче “Улăп” физкультурăпа спорт комплексне уçма хутшăннă май кÿкеçсене ырă туйăмпа ăмсантăм. Чылай пысăк хулара та кун пек мăнаçлă комплекс çук. Вăл çитĕнекен ăрăва тĕреклĕ ÿт-пÿллĕ, çирĕп сывлăхлă пулма пулăшĕ. Шупашкар районĕнче те Олимп вăййисен чемпионĕ çитĕнессе шансах тăратăп.
Алексей ГОРДЕЕВ: РФ ял хуçалăх министрĕ:
- “Ял территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ” термин Чăваш Енре çуралчĕ. Республика ăнăçлă аталанакан субъектсен йышне кĕрет. Шупашкарти “Регионсем - чикĕсĕр çыхăну” курав та мăнаçлă туйăм çуратать. Ĕçлеме пултаратпăр. Вырăнти майсемпе ытларах усă курмалла, чикĕ леш енчен кÿрсе килекен таварсенчен май килнĕ таран хăтăлмалла. Хутлăхсен пĕр-пĕрне вырăнти паха таварсемпе тивĕçтермелле.
Уяв кунĕсенче эпир Шупашкарта, Канашра “Россельхозбанкăн” филиалĕсене уçрăмăр. Çакă вăл ял хуçалăхăн ятарлă наци кредит тытăмне туса хурас енĕпе палăракан хăйне евĕр символ. Чăваш Ен иртнĕ çулсенчи пекех çăмăллăх кредичĕ илессипе малтисен йышĕнче.
Çитес çул çĕршывăмăрта ял çыннине çурт лартма паракан пулăшу тăватă хут ÿсет. Бюджет укçипе пĕлсе те тухăçлă усă курма пĕлекен Чăваш Енре вăл, тен, ултă хут та ÿсме пултарĕ.
Александр КОНОВАЛОВ, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ:
- Чăваш Ен Республика кунне мухтанмасăр, пурнăçа кĕрейменнине тума шантармасăр, историе çĕнĕлле çырса, унта хăйне валли искусствăлла майпа вырăн шырамасăр чăннипех те питĕ кирлĕ те ырă ĕçсемпе çитĕнÿ туса паллă тăвать.
Чăваш Енрен вĕренмелли, ырă тĕслĕх илмелли сахал мар. Республика вырăнта тăмасть, малаллах аталанать, халăхăн пурнăç шайĕ те ÿссех пырать.