Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Халиччен унашкаллине курманчĕ

Анна ШАТАНОВА, Словакири Зловена хулинчи политехника университечĕн профессорĕ:

- Эпĕ университетра экономикăна вĕрентетĕп, çав вăхăтрах юрă-кĕвĕпе те туслă. Çак сăлтавпах студентсен ансамбльне йĕркелерĕм. Коллективра 60 çын. Шупашкара вуннăн килтĕмĕр. Халиччен Санкт-Петербургри, Оренбургри фестивальсене  хутшăннăччĕ. Асăннă хуласем питĕ хитре, уйрăмах Санкт-Петербург. Шупашкар вара хăйĕн тирпейлĕхĕпе кăмăла кайрĕ. Халиччен унашкаллине курманччĕ. “Раççей çăл куçĕсем” фестивале хутшăнни çав тери усăллă пулчĕ. Икĕ кун хушшинче Раççейри вун-вун халăх культурипе, пултарулăхĕпе паллашрăмăр.

Мария ЭЛЬДЕРОВА, Калмăк Республикинчи ал ĕç ăсти, вĕрентекен:

- Чăваш Енре иккĕмĕш хут. Татах, татах килсе курас килет Шупашкара.

Кунта тăван килти пекех туятăп. Çак юратăва сирĕн ентешĕр Геннадий Волков академик “чĕртрĕ”. Эпĕ унăн аспирантки. Халăх мелĕсемпе усă курса кавир тĕртетĕп. Çак йăласене ачасене вĕрентетĕп. Ăслăлăх ĕçне те çак ыйтупах хатĕрлетĕп. Геннадий Никандрович пирки вăл XX ĕмĕр генийĕ тенĕ пулăттăм. Калмăксем питĕ юратаççĕ ăна, 80 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленеççĕ. Геннадий Никандровича Чăваш Республикин Патшалăх премине панине пĕлсен чунран хĕпĕр­терĕм. Саламлатăп вĕрентекенĕме. Чăваш Енре унашкал ăслă, пултаруллă çынсем пурришĕн савăнатăп.

Лидия СЕМЕНОВА, Раççей халăх пултарулăх çурчĕн тĕп методисчĕ:

- Пĕтĕм Раççейри “Руçри ăстасем” V конкурс çĕршывăн вун-вун кĕтесĕнчи ăстасене пуçтарчĕ. Вĕсен ал ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн хăюллăнах çапла калама пулать: Раççейре ăстасем пĕтмен-ха. Чăваш Ен, Свердловск, Иваново, Краснодар тăрăхне илер - пур çĕрте те хăйсен мăн аслашшĕсен ĕçне малалла тăсакансем пур. Шупашкарта вара çак ыйтăва уйрăмах лайăх ăнланаççĕ. Конкурса йĕркелес тĕлĕшпе нумай тăрăшнă, вăй хунă. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чух та жюри членĕсем кал-кал ĕçлерĕç.

Светлана Сенгепова, Ханты-Манси автономи округĕнчи Лянтор хулинчи “Пимочка” ансамбль ертÿçи:

- Эпир кунта чи аякран килнисем пулĕ. Коллектив çамрăк-ха,  икĕ çул каялла çеç йĕркеленĕ ăна. Инçе çула пĕрремĕш хут тухни яланах яваплă, шиклĕ ĕнтĕ. Кăлăхах куляннă иккен. Пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Чăвашсем - уçă кăмăллă, хăнана тарават çынсем. Атăла та пуçласа куртăмăр. Хулапа тĕплĕн паллашма вăхăт пулмарĕ, çапах та мĕн курнипе те кăмăллă. Симĕс, хитре, таса Шупашкар. Вун-вун коллектив пултарулăхĕпе паллашни хамăртан тата çирĕпрех ыйтма, тăрăшарах ĕçлеме хистет. Пĕрремĕш пысăк çул çÿреве нихăçан та манмăпăр.



"Пирěн пурнăç"
30 июня 2007
00:00
Поделиться