А.Степанов - чи ăста модель тăвакан
Пирĕн хушăра ăслă, пултаруллă, анлă тавра курăмлă, «ылтăн алăллă» вĕренекенсем пуррипе мухтанатпăр. Акă, Хусанушкăнь шкулĕнче С.Н.Марков педагог ертсе пынипе районти пултарулăх Çурчĕ çумĕнчи «Техника моделĕ тăвасси» пĕрлешĕвĕ темиçе çул та ĕçлет. Сергей Николаевич хăй ăста алăллă педагог пулнă май çак ĕçе ачасене те хăнăхтарас тĕлĕшпе çак пĕрлешĕве йĕркеленĕ. Вĕренекенсем вара унăн урокне хаваспах çÿреççĕ. Пултаруллă педагог вĕсене хăй мĕн пĕлнине тата çĕннине нумай вĕрентет, ачасене ĕçе юратма хăнăхтарать. Ÿсĕмĕсем те çук мар. С.Н.Марковăн вĕренекенĕсем хăйсен ĕçĕсемпе районти, республикăри конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ, лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Акă, 2006 çулхи октябрь уйăхĕнче С.Н.Марков хăйĕн вĕренекенĕсен ĕçĕсене республикăри конкурса тăратнă, унта техника моделĕсен конкурсĕнче Александр Степановăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă, 2-мĕш вырăн парса чысланă. Кăçал Космонавтика кунĕ тĕлне Ю.А.Гагарин космонавт пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне тухнăранпа 46 çул, С.П.Королев космонавт çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа техника моделĕсен Пĕтĕм тĕнчери конкурсне ирттернĕ. Унта Хусанушкăнь шкулĕнче пĕлÿ илекен А. Степановăн ĕçĕсене те ярса панă. Мĕн тетĕр, Мускаври комисси те А.Степановăн ĕçĕсене пысăк хак панă, ăна пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ ятпа саламланă, Дипломпа тата медальпе чысланă. Çамрăк ăстаçă пысăк хулана кайса çÿрейменрен, парнесене Шупашкара ярса панă.
Саламлатпăр сана, Саша!