Çут çанталăкăн пĕчĕк тусĕсем
Иртнĕ эрнере «Хĕвел» ача садĕнче уяв иртрĕ. Çак кун ача садне çÿрекенсем Йывăç кунне паллă турĕç. Уяв валли чи илемлĕ йывăçа, хурăна, суйласа илчĕç. Воспитательсем ачасене çак йывăçпа паллаштарма маларах тĕрлĕ мероприятисем ирттерчĕç. Акă, II кĕçĕн ушкăн ачисем хăйсем ÿкернĕ ÿкерчĕксен «Хурăн, шурă хурăн» куравне хатĕрлерĕç, тĕрлĕ сăвă, юрă-ташă вĕренчĕç. Вăтам ушкăна çÿрекенсем те хурăна сăнласа кăтартнă паллă художниксен ÿкерчĕкĕсен куравне йĕркелерĕç, хурăн сиплĕхĕпе паллашрĕç. «Хурăн кунĕ» уява II кĕçĕн ушкăн ачисем патне Арина асаннепе Дуняша мăнукĕ çитрĕç. Арина асанне ачасене хурăн мĕнпе усăллине, вăл мĕншĕн чи илемлĕ йывăç шутланнине ăнлантарса пачĕ, унăн тутлă сĕткенĕпе хăналарĕ. Уява вăтам тата аслă ушкăн ачисем хутшăнчĕç, хурăна хăйсен сăввисемпе савăнтарчĕç. Уяв хыççăн пĕчĕк шăпăрлансем пÿлĕмсене тулли те савăк кăмăлпа таврăнчĕç.
Ача сачĕн воспитателĕсем, А.Л.Васильева заведующи ертсе пынипе, çуллахи вăхăт валли питĕ кăсăк та пуян план хатĕрленине асăнса хăвармалла. Кунта ĕçлекенсем çу кунĕсем ачасемшĕн усăллă та савăнăçлă иртчĕр тесе тăрăшаççĕ.