Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы района А.И. Крикова с Днем молодежи России

                                              Хисеплĕ çамрăк тусăмсем!

 

 

 Хаклă хĕрупраçсемпе яшкĕрĕмсем! Сире чаплă уяв - çамрăксен уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Кулленхи пурнăçра чылай улшăнусем пулса иртеççĕ. Ялсенче капмар та хитре çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, асфальтпа хытарнă çулсем  вăрăмланаççĕ, ялхуçалăх сферинче те палăрмалла çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ. Çакăнта шăпах сирĕн тŸпе питĕ  пысăк.  Çамрăксен анлă тавракурăмне, çивĕч ăс – тăнне, çирĕп вăй – хăватне пула эпир чылай курăмлă ыйтăва ăнăçлă  татса паратпăр.   Паянхи яшсем вĕренни, ĕçлени, çар тивĕçне пурнăçлани – савăнтарать.

Патшалăх енчен илсен, туса панă çăмаллăхсем – куç умĕнче. Кил - çурт çĕклеме , хăйне евĕр çăмăллăхсем пур, ачаллă çемьесен амăшĕсен капиталне тивĕçме май пур.

Район çамрăкĕсем! Эсир малашлăхăн чăн – чăн тĕревĕ пуласса  шанатăп. Уяв ячĕпе саламласа Сире ăнăçу,хастарлăх, юрату, телей сунатăп!

 

 

 

 

 

Район пуçлахĕ                                                                А.И. Криков

 



26 июня 2007
00:00
Поделиться
;