100 çула çитме çăмăл-ши?
Ĕмĕре 100 çулпа виç-етпĕр те, анчах çав таранччен пурăнакансен йышĕ сахалрах. Район территорийĕнче пĕр ĕмĕр ытла пурăнакансем пуррипе чăннипех мухтанатпăр. Акă, Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Перасковья Ивановна Иванова кăçал 109 çул тултарать. Тури Çĕрпÿкассинчи салтак арăмĕ Акулина Ивановна Белова 101 çулта. Куратпăр ĕнтĕ, чи вăрăм ĕмĕрлисем çав-çавах хĕрарăмсем. Ватă кинемейсем чир-чĕр аптратнипех нушаланмаççĕ, вăй-хал сахал пирки асăнаççĕ. Çак кунсенче чи аслă, сумлă, вăрăм ĕмĕрлĕ ватăсемпе тĕл пулса калаçрăм. Перасковья Ивановнах илер, вăл ăс-тăнпах калаçать, пÿлĕмре майĕпен утса çÿрет, хăй нумай пурăннинчен тĕлĕнет. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулма ăна пурнăçра сывă пурнăç йĕркине тытса пыни пулăшнă. Çынпа нихçан та хирĕçмен, хăйне яланах лăпкă тытнă, эмелпе усă курман, пульницăра та нихçан та выртман.
Арçынсенчен чи аслисем - Хĕрлĕ Чутайри Красноармейски урамĕнчи Андрей Степанович Бродюковпа Енкĕлтри Павел Егорович Борисов. Вĕсем кĕçех 99 çул тултараççĕ. Ку та хăйне май рекорд темелле. Иккĕшĕ те вăрçă участникĕсем, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă, орден-медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă çулĕсем хыççăн та тăван хуçалăха ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Акă, П.Е. Борисов пурнăçра хура-шурне самаях курнă, вăрçăра та пулнă. Ялти хисеплĕ çын вăл. Ал ĕçĕ енчен те маттур. Утă çи тапхăрĕнче ял çыннисене çава нумай хатĕрлесе панă, йывăр ĕçрен нихăçан та хăраман. Халĕ хăлхи илтменни ватăна канăçсăрлантарать, Хĕрлĕ Чутай салинче хĕрĕ патĕнче çемье ăшшине туйса пурăнать. Сăмах май, П.Е.Борисов нихăçан та эрех-сăрапа аташман, халĕ те лавккари чейпе мар, сиплĕ курăк шывне пылпа ĕçет, сахăр песукĕпе усă курмасть.
Хĕрарăмсенчен те 99 çулхисем пур. Вĕсем: Вера Артемьевна Кузьмина (Атнар ялĕ), Наталья Николаевна Удикова (Ишеккасси).
Пĕтĕмĕшле илсен, 95-100 çулсенчисем районĕпе 27 çын шутланаççĕ.
Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.И.Ярабаева пĕлтернĕ тăрăх, июнь уйăхĕнче 7 çын хăйсен 85 çулхи юбилейĕсене уявлаççĕ. Сумлă çулхи ватăсене ятран асăнар: Е.Ф.Андриянова - Утаркассинче пурăнать, ĕç ветеранĕ* Е. Н.Канцелярова - вăрçă участникĕ, тыл ĕçченĕ, Ачкасси ялĕ* О.Н. Крыцовкина - ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ, Хирлÿкасси ялĕ* Е.Я.Мычакова - ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ, Мишеркасси ялĕ* М.А.Павлова - ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ, Туканаш ялĕ* Р.С.Ятманова, Хватукассинче пурăнать* И.Н. Иванов - вăрçă участникĕ, Хусанушкăнь ялĕ.
Çак уйăхрах 7-ĕн 80 çул тултараççĕ: И.С. Бархоткинпа А.Е.Афондеркин (Тракушкăнь), А.В. Максимов (Пантьăк), М.С.Михеева (Шулю), В.А.Порфирьев (Утаркасси), А.П.Сякаев (Питĕркасси), В.И. Тумандейкина (Тихăнушкăнь).
Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар. Хăйсен пурнăçĕнче вĕсем вăрçине те курнă, тем те тÿссе ирттернĕ, ача-пăча çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем ырă сăмаха, хисепе тивĕçлĕ. Эпир вĕсем умĕнче ĕмĕр парăмра. “Ватта сума сăвакан хăй те ырă курнă”, - тенине кашни асра тытар.