Тимлĕх тата хăрушсăрлăх чи кирли
Ял пурнăçĕ пĕр енчен лайăхланса пырать, çав вăхăтрах пурнăçа кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсен инкеклĕхĕ те пысăкрах. Районта пурăнакан нумай çынсен вутăлăх вăрман ĕçлесси иртнĕ пурнăçра юлчĕ ĕнтĕ. Газпа усă курма пуçланă хыççăн кил-çуртра хăтлă, канлĕ, хĕлле те пÿртре пĕр пек ăшă, пушă вăхăт та хуçисен ытларах. Анчах инкек-синкек тухас пулсан, кун пек условисенче харăсах нумай хуçалăхсем тăкак курма пултараççĕ.
Кашни кунах газ приборĕсемпе усă куратпăр, сарă тĕспе сăрланă газ пăрăхĕсене, ялсем çывăхĕнчи давлени пĕчĕклетекен пунктсене (ГРП) куратпăр. Ку ĕнтĕ пирĕншĕн халĕ хăнăхнă япала шутĕнче. Çавăнпа та тимлĕхе никамăн та çухатмалла мар, яланах асăрхануллă, сăнавлă пулмалла.
Пĕлтĕрхи çул вĕçнелле Канаш тăрăхĕнче усал шухăшлă çынсем темиçе ГРП-н давлени пĕчĕклетекен регуляторĕсене кăларса илнĕ, пĕчĕкленсе çитмен давлениллĕ газа ялсене ярса панă. Кун пек чухне газ плитисем, кăмакасем кĕрлеме, вут çулăмĕсем кăмакаран тухса çунма пуçлаççĕ. Счетчиксем те юрăхсăра тухаççĕ, кил-çурта газ тухса тулать. Килте хуçи пулмасан, пушар тухас хăрушлăх питĕ пысăк. Инкек ан пултăр тесен, пÿрт умĕнчи крана тÿрех тухса хупмалла.
Кăçал çуркунне Улатăр районĕнчи ялта давлени пысăкланса кайнипе икĕ хуçалăхра инкек пулнă, пушар тухнă. Нумаях пулмасть, çак районтах паллă мар çынсем тепĕр ялта ГРП оборудованине кăларса илнĕ. Çакăн хыççăн 68 хуçалăхра газ счетчикĕсем юрăхсăра тухнă. Ку ĕç хĕллехи вăхăтра пулнă пулсан, пушарсем тухас хăрушлăх питĕ пысăкчĕ.
Çакăн пек ирсĕр ĕçсене ялта пурăнакансемех е çывăхри ялсенчи çынсем тума пултарнă, куракансем те пулнă пулĕ. Ун пек чухне ГРП çывăхĕнчи ют çынсене асăрхаса юлмалла, вĕсем мĕн ĕçленине пĕлме тăрăшмалла, машина номерне пăхса юлмалла. Иккĕленÿсем пулсан райгаза шăнкăравламалла. Мĕншĕн тесен çак çынсем сирĕн ялти ГРП оборудованине юрăхсăра кăларса хăварма пултараççĕ. Инкек куçа курăнса килмест.
Районта ялсенчи ГРП-сене газ участокĕн слесарĕсем тăтăшах пăхса тăраççĕ. Вĕсене аякранах паллама пулать: хĕлĕн-çăвĕн вĕсем çурăм çине 04 çырнă çи-пуçпа çÿреççĕ. Хăйсен çумĕнче удостоверенисем те пур вĕсен. Инкек-синкексенчен аякра тăрас тесен, çынсен хăйсене çакăн пек тытмалла:
1. Пÿрт умĕнчи крансене хăвăрт хупма яланах алă айĕнче 12х14 номерлĕ гайка пăрмалли ключ тытмалла.
2. Газ приборĕсене мĕнле ĕçленине сăнаса тăмалла. Улшăнусем пулсан, газ участокне шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
3. Енчен те газ приборĕсем тăруках сÿнсе ларсан, пăрăхсем тата приборсем çинчи крансене хупмалла. Кăштах вăхăт иртсен чĕртсе пăхмалла. Кÿршĕсем патне кайса интересленмелле. Газ çуках пулсан, газ участокне шăнкăравламалла.
4. Эсир килте çук чухне пÿрт умĕнчи крана хупса «Не включать» тесе табличка çакса хăварнă пулсан, крана уçма юрамасть. Кун пек чухне газ участокĕн слесарĕсем ялта юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, киле пысăкрах давлени пыма пултарать. Табличкине илме килекен слесарĕ хăех приборсене газ ярса парать.
5. Пирĕн тăрăхра та усал шухăшлă çынсем сăтăрла ĕçсем тума пултараççĕ. Ялти ГРП çывăхĕнче 04 çырнă çи-пуç тăхăнман çынсем нумай хушă пуррине е вĕсем мĕнле те пулин ĕçсем ирттернине курсан ÿркенмесĕрех газ участокне шăнкăравласа диспетчертан ыйтса пĕлмелле.
Газ участокĕнче аварипе диспетчер служби талăкĕ-талăкĕпех ĕçлет. Телефон номерĕсем: 04, 2-19-60. Газпа çыхăннă ыйтусемпе яланах шăнкăравлама пултаратăр.