Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Руль умĕнче - Валентин Степанович

Эпир автомашинăпа аслă çулпа пыратпăр. Руль умĕнче - Валентин Степанович Гаврилов. Вăл çул япăхраххине пула, хăвăртлăха чакарать. Тикĕс те тÿрем вырăна тухсанах, хăвăртлăх ÿсет. Çапла ĕнтĕ водителĕн çул çинчи пурнăçĕ: асăрханулăх, çивĕчлĕх туйăмĕ кирлĕ, правилăсене те лайăх пĕлмелле...

... Валентин Сăр вăрманĕ хĕрринчи Вишенер ялĕнче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ. Ачаллах техникăна килĕштернĕ. Пĕр-пĕр автомашина яла пырас-мĕн пулсан, ытти ачасемпе пĕрле тусана пăхмасăр техника хыççăн чупнă. Çавăн чухне вăл бензин шăрши чăннипех те чунне кĕрсе вырнаçнине туйса илнĕ. Чăнах та, Валентин водитель пулса тăнă. Шоферсен курсне аван вĕренсе пĕтернĕ. Экзаменсем панă чухне те Вишенер каччи аптăраса ÿкмен - теориллĕ пĕлĕвĕ те, практика та уншăн çивĕч пулнă.

Валентин хăйĕн ĕçлĕ çул-йĕрне  Шупашкар хулинче пуçланă.

- Ун чухне Чăваш Республикин тĕп хулинче паянхи пек автомашинăсем чылай пулман-ха, çул-йĕр çинче те техника туллиех марччĕ... Çапах та ялти çамрăкшăн руль умне ларса Шупашкарăн анлă та тÿрĕ çÿлĕсемпе çÿресси питех те йывăрччĕ, - тет вăл. - Хăнăхрăм, хушнине вăхăтра пурнăçласси йăлана çирĕп кĕчĕ. Маларах та çапла каланă, халĕ те çапла шухăшлатăп - руль умне кирек камăн та пĕр тумлам эрех сыпмасăр, хăвна лайăх туйса лармалла, çула тухмалла...

Валентин Степанович пурнăçĕ тăршшĕпех тĕрлĕ автомашинăсемпе ĕçленĕ. Акă, илер-ха, вăл вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнине. Вăрман çулĕ мĕнлине каламасăрах пĕлетпĕр. Вăл пылчăклă, тайлăк-лакăмлă, çынсем хатĕрленĕ делянка çинчи йывăçсем патне çĕнĕ çул уçса кĕмелле тата...

- Вăрман нушине курман çын кăна нимĕн те пĕлмест, - тет Валентин Степанович. - 5 çул хушши йывăç турттарма тиврĕ. Çамрăкрах пулнă та ун чухне, аптăрасах тăман. Мĕн вăй çитнĕ таран тăрмашнă. Çынсене вутăлăх йывăç нумай кÿрсе патăмăр.

Валентинăн пурнăç çулĕ тÿрĕ те тикĕс иртнĕ теме çук. Вăл пĕр вăхăт мăшăрĕпе пĕрлех Волгоград облаçне кайса ĕçе вырнаçнă. Йĕтем çинче тырă тасатнă, кĕлете кĕртнĕ. Шăпах çавăн чухне курса-туйса илнĕ те вăл сап-сарă тулă пусси тинĕс евĕр  хумханнине, çакă вăл чăннипех те халăх ырлăхĕ-пурлăхĕ пулнине...

Валентин пĕр хушă Питĕркасси йĕтемĕ çинче те ĕçленĕ. Волгоград облаçĕнчен таврăнсан ăна ун чухнехи совхоз директорĕ Николай Петрович Стафик çапла сĕнÿ панă:

- Валентин, - тенĕ вăл. - Эсĕ ĕнтĕ аякра та тыр-пул пухса кĕртес ĕçре тимленĕ.  Пирĕн, акă, Питĕркасси йĕтемĕ çинче сортировкăсене ĕçлеттерекен машиновед кирлĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсĕ ку ĕçпе аппаланма пултарассăн туйăнать.

- Килĕшетĕп, - хуравланă Валентин. - Икĕ алла пĕр ĕç, теççĕ вĕт.

Çапла Вишенер каччи йĕтем çинче ĕçлеме пуçланă. Вăл хăйне шанса панă техникăна асăрхасах тăнă, кирлĕ вăхăтра çу сĕрнĕ, çĕмĕрлес-мĕн пулсан, детальсене хăвăрт улăштарнă. Сăмах вакласах кайманскер, ялан тенĕпе пĕрех техникăпа аппаланнă.

- Йĕтем çине килекен сап-сарă тырăна манăн халĕ те алла тытас, пĕрчĕн-пĕрчĕн çăвара хыпас килет, - тет Валентин Степанович. - Çакăн сăлтавĕ те çук мар-ха. Шăпах йĕтем çинче ĕçленĕ вăхăтра мана совхоз дирекцийĕ хваттер пама йышăнчĕ. Халĕ ĕнтĕ çав хваттерте темиçе çул çемьепе килĕштерсе пурăнатпăр. Шăмат кун-вырсарни кун мунча хутса кĕретпĕр. Çу кунĕсенче анкартинче чаваланатпăр. Ял пурнăçĕ, урăх мĕн каламалли пур...

... Эпир Валентин Степановичпа санэпиднадзор станцийĕн картишĕнче тăратпăр. Вăл кунта иккĕмĕш çул водительте ĕçлет. ГАЗ-469 автомашина шанса панă ăна. Тухтăрсем кашни кун тенĕпе пĕрех çула тухаççĕ - ялсене çитеççĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсене кĕрсе тухаççĕ... Лайăх-ха, хальлĕхе сарăлакан чирсем аптăратни сисĕнсех каймасть. Лăпкă вăхăт теме пулать эппин. Анчах хăш-пĕр чир сарăлни тепĕр чухне пуçа ватать. Кун пек чухне санэпиднадзор ĕçченĕсем хыпаланса ÿкеççĕ: халăх хушшине тухса прививкăсем тăваççĕ, анализсене Çĕмĕрлери районсем хушшинчи тĕп станцине çитереççĕ. Валентин Степановичăн та чунĕ хускалать - шурă халатлисене кирлĕ çĕре çитересси унăн тивĕçĕ-çке.

Эпĕ кунта водитель ĕçне чунтан парăннă çын çинчен кĕскен çырса кăтартрăм. Ун çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн - утмăл çула çитме нумаях та юлман Валентин Степанович кĕлеткипе те, сывлăхĕпе те çирĕп-ха. Васкамасăр, кашни сăмаха шутласа калаçать.

- Руль умĕнчех иртрĕ ĕнтĕ ĕмĕрĕм, - тет вăл. - Куншăн хĕпĕртемелле кăна пулĕ. Çак ĕçе çамрăклах суйласа илтĕм те, халĕ те машинăпах çÿрес килет. Сывлăх пулсан, Турри пулăшсан тивĕçлĕ канăва та шофер ĕçĕнченех тухасчĕ-ха...



"Пирěн пурнăç"
19 июня 2007
00:00
Поделиться