Район чиккинче
Юлашки вăхăтра районта чылай çĕнĕлĕх пурнăçа кĕрсе пырать. Акă, июнĕн 16-мĕшĕнче районпа Етĕрне чиккине палăртакан çĕнĕ паллăна вырнаçтарнă. Палăртма кăмăллă, ку паллă чăвашлăха сăнласа унăн малашлăхĕ вăрăм пулассине ĕнентерет. Кун пек паллă çывăх вăхăтра районти Çĕмĕрле, Элĕк чиккисенче те пулĕ.
"Пирěн пурнăç"