Ĕçчен те маттур хĕрарăм
Чăваш хĕрарăмне Турри харăсах ĕçченлĕх, сăпайлăх, тараватлăх парнеленĕ. Тралькассинче пурăнакан Светлана Геннадьевна Горшкова пирки те çавнах каламалла. Вăл ыттисемшĕн ырă тĕслĕх кăтартакан анне, упăшкишĕн - савнă мăшăр.
«Таса шыва аякка тăкмаççĕ» тенĕ евĕр, Светлана Геннадьевнана хăйсен тăрăхĕнчи Николай Николаевич куç хывнă, каярахпа вĕсем пĕрлешнĕ. Пурăна киле 2 ачана кун çути парнеленĕ. Ывăлĕсем халĕ пысăк ĕнтĕ, пĕри 9 класа куçнă, тепри - шкултан вĕренсе тухнă, ачасем кил таврашĕнче ашшĕ-амăшне пулăшсах тăраççĕ.
Нумаях пулмасть, Горшковсем çĕнĕ кил-çурт çĕкленĕ, кăçал сарай-вите тума шутлаççĕ.
С.Г.Горшкова ĕçлĕ çын, «Нива» ЯХПК-н бухгалтерийĕнче вăй хурать, мăшăрĕ хуçалăхри ĕçсене хутшăнать: çур аки тăвать, утă хатĕрленĕ çĕрте ĕçлет, кĕркунне йĕтем çинче тăрăшать. Кил хуçи ĕçлеме ÿркенмест. Горшковсем чăннипех ялти хисеплĕ, ĕçчен çынсем. Килти хуçалăха аталантарас, ачасене ура çине тăратас тесе вĕсем выльăх-чĕрлĕх чылай усраççĕ. Паянхи кун Светлана Геннадьевна виçĕ ĕне сăвать, пĕчĕк пăрусем тата пысăк вăкăр пур, сыснасем те темиçе, чăх-чĕп картиш тулли. Вĕсене тăрантарса усрама выльăх-чĕрлĕх апачĕ нумай хатĕрлемеллине çемье палăртса хунă ĕнтĕ. Халĕ çу кунĕсенче вĕсен пушшех канăç çук. Йышлă выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхса усраса тупăш ытларах илессишĕн вăй хураççĕ Горшковсем.