Шанăç кÿрекен тухтăр
Марина Петровна Сорокина ытти хĕр упраç пекех сывлăх сыхлавĕн сферинче ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕрет. Врач-психиатр специальноçне 1998 çулта алла илсенех çап-çамрăк çеç хĕр ĕçе пикенет. Марина Петровнан ĕç стажĕ пысăках мар пулин те, ĕç опычĕ питĕ пуян. Кун каçипе М.Сорокина врач-психиатр мĕн тĕрлĕ çынсемпе курнăçмасть-ши; Кăра çилĕллисемпе те, пăлхануллисемпе те тĕл пулса калаçма тивет. Кашни чирлĕ çынна валлиех врачăн ăшă сăмах çитет, хăйĕн пациенчĕсене вăл шанăç пама тăрăшать, чун-чĕре чирĕсене сиплеме пулăшать. Ырă кăмăллă та çепĕç чĕлхеллĕскер чирлисене чунтанах хĕрхенет. Çавна май вĕсен сывлăхне сыватма тăрăшать. Хăш-пĕр чухне çыннăн пурнăçне упраса хăварассишĕн темĕн пек тăрăшсан та усси пулмасан чун-чĕреренех кулянать.
Марина Петровна хăйĕн ĕçĕ самаях йывăр пулин те ÿпкелешмест. «Хам суйласа илнĕ професси мана килĕшет, - тет вăл. - Ăна эпĕ чун-чĕре туртăмĕпе суйласа илнĕ».