Професси ăсталăхне аталантарсах пырать
Медицинăра вăй хуракан çынсен ĕçĕ питĕ яваплă та йывăр. Çак сферăра ĕçлеменнисем çеç ăна ăнланмаççĕ пулĕ. Шур халатлă çынсен ĕçĕ чăннипех те йывăррине Вячеслав Михайлович Ейков хăй тÿссе ирттернĕ. В.Ейков 1994 çултанпа ĕнтĕ район больницинче реанимаци уйрăмĕн заведующийĕнче тимлет. «Пурте пĕлетĕр ĕнтĕ, ку уйрăма уйрăмах питĕ йывăр чирлисем лекеççĕ. Вĕсен организмĕ хавшанă. Эпир чирлисене ура çине тăратас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе пĕтĕм вăя хуратпăр», - тет В.Ейков.
Медицина ĕçченĕн ыр кăмăллăх туйăмĕ пурри пĕлтерĕшлĕ. Професси ăсталăхĕ, опыт, çĕнĕлĕхсене алла илсе малалла аталанасси пирки те манмалла мар. Анестезиолог тата реаниматолог тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Михайлович хăйĕн пĕлĕвне ÿстерсех пырать. Акă хальхи вăхăтра вăл функционаллă диагностикăн меслечĕсене алла илме хăнăхать.