Чирлĕ çын пурнăçне тăсасси - яваплă ĕç
Шурă халатлисем умĕнче яланах пуç таятăп. Пурнăçра час-часах чирленĕ пирки тĕрлĕ врачсемпе тĕл пулма тивет. Сăмах май, хам çуратнă виçĕ тĕпренчĕкрен пĕрне те пулин шур халатлă ĕçчен пултарас килетчĕ. Анне тăванĕсенчен çемьере хăйсен пурнăçне врач профессийĕпе çыхăнтарнисем пур. Акă, пĕри - Николай Федорович Федоров доцент халĕ те, пенсире пулин те, медицина факультетĕнче тăрăшать, вăл ăста хирург.
Шупашкар хулин пĕр больницинче ĕçлекен врач, манăн ĕмĕте пĕлсен, çапла каларĕ: «Хĕрÿсене шелле, пирĕн ĕç çав тери йывăр, ывăлна вара вĕрентме пултаратăн». Çапла, пĕр енчен шутласан, тĕрĕс те калать пулĕ вăл. Эпир вĕт-ха чир-чĕр уçăлмасан тÿрех врачсене айăплама пуçлатпăр, сывалса ура çине тăрсан шур халатлă ĕçчене тав тума та манатпăр, аса та илместпĕр. Медицина çыннисен ĕçĕ питĕ кăткăс. Врачсен пушшех те. Вĕсем кашни çыннăн сывлăхĕшĕн яваплă. Тĕрĕс диагноз лартса чирлĕ çын пурнăçне тăсасси - чи яваплă ĕç.
Çак професси йывăр пулин те районта ăна чунтан парăнса пурнăçлакансем пур-ха. Акă, ача уйрăмĕнче нумай çул хушши тăрăшнă Раиса Ивановна Манина. Миçе ачан сывлăхне упраса хăвармарĕ-ши вăл; Каламалла, унăн хĕрĕ те, Татьяна Анатольевна, амăшĕн çулне суйласа илнĕ, район больницинчех вăй хурать. Нелли Валериановна Прокопьева та ырă сăмахсене тивĕç. Н.Прокопьевапа эпĕ 1980-мĕш çулта паллашнăччĕ. Çамрăк врач мана çав тери килĕшнĕччĕ, пурнăçри чи пĕрремĕш заметкăна шăпах ăна халалланăччĕ. Чĕре мана улталаман. Нелли Валериановна «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ» ята та тивĕçрĕ, хальхи вăхăтра вăл терапи уйрăмĕн заведующийĕнче тăрăшать. Хăйĕн ĕçне аван пĕлет, чирлисем ăна хисеплеççĕ. Унăн хĕрĕ те, Зинаида Владимировна Майорова, больницăра терапевт пулса ĕçлет. Тăрăшуллă çамрăк тесе каламалла ун пирки. З.Майоровапа пĕрле Валентина Фридриховна Ярабаева тăрăшать. Ĕç стажĕ те пысăк унăн - 20 çул. Çамрăк врача В.Ярабаева пулăшсах пырать.