Çурхи ĕçсен паттăрĕсем
2007 çулхи çур акинчи ĕç ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх малти вырăнсене çĕнсе илнисене палăртатпăр. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕç ăмăртăвĕнче “Аккозинский” ЯХПК (ертÿçи Ю.В.Герасимов) малти вырăна çĕнсе илнĕ. Хуçалăх çурхи культурăсене акмалли плана пурнăçланă, калчасен шăтаслăхĕ лайăх. Кооператива Хисеп грамотипе наградăланă тата укçан преми панă. Çавăн пекех ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттернĕшĕн “Коминтерн”, “Нива”, “Санкинский” хуçалăхсем тав сăмахĕсене тивĕçнĕ.
Механизаторсен ĕç ăмăртăвĕнче лайăх кăтартусемпе палăрса малти вырăнсене “Коминтерн” ЯХПК-ри Ю.З.Татаров (гусеницăллă тракторпа 215 условнăй эталонлă гектар ĕç тунă), В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи Н.М.Тимешков (урапаллă тракторпа 348 условнăй эталонлă ĕç тунă) çĕнсе илнĕ, “Коминтерн” ЯХПК-ри Н.Я.Степанов акакансен ĕç ăмăртăвĕнче (çуртрисене
Çурхи уй-хир ĕçĕсен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăна С.Н.Смирнов (“Победа”), В.Г.Никитинпа С.С. Утейкин (“Асамат”) тухнă, виççĕмĕш - М.П.Мадайкин (“Коминтерн”), В.В.Черендеевпа А.И.Сорокин (“Асамат”).
Çĕнтерÿçĕсене “Акатуйра” пурне те район пуçлăхĕ А.И.Криков Хисеп грамотисемпе укçан преми парса чысларĕ, çĕр ĕçĕнче тăрăшулăх, ăнăçу, çавăн пекех çирĕп сывлăх, телей сунчĕ.