Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы района А.И. Крикова с Днем медицинского работника

Хисеплĕ сывлăха сыхлас ĕçĕн ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 

 

 

Сире пурне те професси уявĕ ячĕпе чун – чĕререн саламлатăп. Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен ĕçне çак кун тивĕçлипе хаклас килет. Сирĕн кулленхи пурнăç çынна кирек  хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр пулнипе, тимлĕхпе, ыркăмăллăхпа çыхăннă. Шур халатлă ĕçченсем нумай чухне чирлĕ çынна  сиплесе тепĕр хут пурнăç патне тавăраççĕ, малашлăха талпăнма шанчăк çуратаççĕ.

Сывă халăх – ырă пуласлăх. Çавна шута илсе республика шайĕнче сывлăх учрежденийĕсене татах та Ÿсĕмлĕрех ĕçлеттерес тĕллевпе чылай ыйтăва пысăк усă кŸмелле татса параççĕ. «Сывлăх» приритетлă наци проекĕ çĕнĕлле ĕçлеме май парать. Больницăн пурлăх бази пуянланнипе пĕрлех медицина ĕçченĕсен статусĕ те хăпарать. Хута кайнă ялсенчи врач офисĕсем уйрăмах  ватă çынсемпе ачасемшĕн меллĕ. Ахальтен каламан: «Чир – чĕртен асăрханни – сипленинчен аванрах».

Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем! Мĕн  пур кăмăлтан Сире  тата сирĕн çемьесене ăнăçу, çирĕп сывлăх, тату пурнăç сунатăп.

 

 

 

 

 



15 июня 2007
00:00
Поделиться
;