Туртмасан - пурнăç вăрăмрах
Хальхи вăхăтра Раççейре пирус туртасси анлă сарăлнă. Пирĕн çĕршывра 65 процент арçынсем, 30 процент хĕрарăмсем пирус туртаççĕ. Çав шутран арçынсен 80 проценчĕ, хĕрарăмсен 50 проценчĕ пирус туртма 18 çула çитичченех пуçлаççĕ. Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, пирус тĕтĕмĕнче 4 000 яхăн хими элеменчĕсем пур, çав шутрах никотин та. Унсăр пуçне пирус тĕтĕмĕнче бенз(а)пирен тупса палăртнă. Çак элементсем рак чирĕсем патне илсе çитереççĕ.
Пирус сиенĕ çинчен вуласанах çыннăн ăна туртма пăрахас килет. Пилĕк çул пирус туртман хыççăн рак чирĕпе чирлесе вилес хăрушлăх икĕ хут чакать. Анчах та çын мĕн чухлĕ нумайрах туртать, çавăн чухлĕ ăна çак шухăша пурнăçлама йывăртарах. Çын тарăхнă, савăннă, хуйхăрнă вăхăтра алла чĕлĕм тытать. Çавăнпа та туртма пăрахма шутлакан çыннăн малтан хăй хăш самантсенче ытларах туртнине шута илмелле. Врачпа канашланă хыççăн хăвна малашне мĕнле тытассине палăртмалла. Тĕслĕхрен, тарăхнă вăхăтра пирус туртас вырăнне тĕрлĕрен хăнăхтарусем пурнăçламалла. Туртма пăрахнă хыççăн чылайăшĕ хăйне лайăх мар туять. Çавăнпа та апата В ушкăна кĕрекен витаминсемпе пуянлатмалла, ытларах канмалла.
Юлашкинчен çакна палăртмалла: туртма пăрахнă хыççăн тепĕр талăкранах сирĕн инфаркт пулас хăрушлăх чакать, тепĕр çултан - çурри таран. Тепĕр 15 çултан туртакан çынран темиçе хут сывлăхлăрах пулатăр. Кун çумне тата ракпа чирлес хăрушлăх та икĕ хут чакнине шута илсен, чăннипех те пирус туртма яланлăхах пăрахма пулать.