Обществăлла вырăнсенче сăра ĕçме чараççĕ
Патшалăх Думи пĕрремĕш вулавпа обществăлла вырăнсенче сăра ĕçме чарасси çинчен саккун проектне йышăннă. “Сăра ĕçессине тата ваккăн сутассине чарасси çинчен” саккунăн виççĕмĕш статйине улшăнусем кĕртни урамра, обществăлла транспортра, скверсенче, парксенче... çак шĕвеке ĕçмелле маррине пĕлтерет.
“Единая Россия” партин депутачĕн П.Семеновăн сăмахĕсем тăрăх, çак саккун проекчĕ хăйсен сывлăхне сыхлакансене çеç мар, çитĕнекен ăрăва та хÿтĕлет. Сăра кампанийĕсен рекламисен витĕмĕпе çынсем обществăлла вырăнта сăра ĕçекене курсан та çакна йĕркеллĕ пулăм пек йышăнаççĕ. Уйрăмах çамрăксем рекламăна пысăка хураççĕ. Хитре, таса, типтерлĕ урамсенче сăра ĕçекен ушкăнсене курма, чăннипе те, хевте çитмест. Çамрăк хĕр упраçсем пулсан пушшех те. Сăрапа пуçа минретнĕ хыççăн право йĕркине пăсасси те çывăх.
Патшалăх Думин депутачĕсем обществăлла вырăнсенче сăра ĕçме чарас тесе чи малтанах сенкер экранпа çак шĕвеке рекламăлакан вăхăта кĕскетрĕç. “Единая Россия” партин депутачĕ П.Семенов палăртнă тăрăх, юлашки пленарлă ларура депутатсем сăра ĕçессине тата ваккăн сутассине чарассипе федераллă саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Ку ыйтупа малалла та ĕçлемелле, çул çитмен çамрăксене алкоголь тата пирус сутнине тĕрĕслессине вăйлатмалла. Паянхи саккун кун евĕр право йĕркине пăснине хальлĕхе йывăрах айăпламасть-ха. Çавах та тĕрĕслекен органсен кун пек пулăмсене тупса палăртассипе тимлемелле. Çывăх вăхăтрах çул çитмен çамрăксене эрех-сăра, пирус сутнă сутуçăсемпе предпринимательсене çирĕп айăпламалла.