Ашшĕ-амăшĕсем ачисене пăхса усрама тивĕç
“Ашшĕ-амăшĕ хăйсен çул çитмен ачисене пăхса усрама тивĕç”, - тенĕ РФ Çемье кодексĕн 80-мĕш статйинче. Анчах та хăшĕсем кун пирки мансах каяççĕ. Çакна РФ Уголовнăй Кодексĕн 157-мĕш статйин пĕрремĕш пайĕпе çыхăннă уголовнăй ĕçе тĕрĕсленĕ чухне палăртатăн. Ашшĕ-амăшĕсем суд йышăнăвĕпе çул çитмен ачасене пăхса тăрассипе тÿлемелли тивĕçрен пăрăнаççĕ. Акă, çулталăк пуçланнăранпа районти дознавательсем алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакансем пирки 3 уголовнăй ĕçе суда ярса панă.
Хăйсен ачисене укçа-тенкĕпе кăшт та пулин пулăшассинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕсем шутне судпа алимент тÿлеме хирĕç пулнисене, хăйсен чăн-чăн шалăвне кăтартманнисене, ĕçрен пăрăнакансене кĕртмелле. Акă, Хурапырти А.Н. Федорова, Кÿпешри В.В.Мулаев, Мучикассинчи Н.А.Храмов алимент тÿлессинчен пăрăнаççĕ. Çакна ĕç вырăнĕ çуккипе те сăлтавлама именмеççĕ. Ĕçлекен çын валли ĕç тупăнатех. Шутласа пăхăр, ашшĕ-амăшĕ пăхмасан ача хăйне мĕнлерех туять; Унăн малашлăхĕ мĕнлерех пулĕ.