Ачасем - пурнăç чечекĕсем
2006 çул вĕçĕнче федерацин “Ачаллă çемьесене патшалăхăн хушма пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен” 256-мĕш номерлĕ саккунне йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çемьере иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă (усрава илнĕ) граждансене амăшĕн капиталĕн ирĕкне параççĕ.
Амăшĕн капиталĕн ирĕкне çирĕплетекен документ - ятран панă сертификат. Хурапыр ялĕнче пурăнакан Михуткинсен çемйи ăна алла илнĕ ĕнтĕ. Алина Викторовнапа Валерий Геннадьевичăн 2 ача. Асли, Дима, 2 çулта. Кĕçĕнни, Диана, 3 уйăх тултарать. Унăн чĕри 2007 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче тапма пуçланă. Алина Викторовна патшалăх ачаллă çемьесене çакăн пек пулăшу панипе кăмăллă.
Çак ялтах пурăнакан Марина Валерьевнапа Анатолий Степанович Артемьевсем 2 ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстереççĕ. Асли, Лена, кăçал 6-мĕш класс пĕтернĕ. Вăтамми, Сергей, пиллĕкре çеç-ха. Кĕçĕнни, Аркадий, 2007 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Артемьевсен çемйи çитес вăхăтра амăшĕн капиталĕн ирĕкне çирĕплетекен документа алла илме хатĕрленет.
Пĕр хут уйăракан 250 пин тенке çемье ача виçĕ çул тултарсан илме пултарать. Çак пуянлăхпа тĕллевлĕ усă курмалла, ăна çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенсине ÿстерме ямалла тунă.
Çамрăксем, юратăр, пĕрлешĕр, çемье çавăрса, ача-пăчана кун çути парнелесе çак хаклă хута илме тивĕç пулăр, ача сассипе телей килнине, вĕсем пурнăç чечекĕсем пулнине ан манăр!