Çул-йĕр инкекĕсенчен мĕнле сыхланмалла
Çĕршывра çулсерен транспорт хатĕрĕсен хисепĕ ÿссе пыни сисĕнет. Çавна май çул-йĕр ыйтăвĕсене йĕркелесе пырасси çивĕччисенчен пĕри пулса тăрать. Апла пулин те çул-йĕр инкекĕсен шучĕ кунран-кун ÿснĕçемĕн ÿссе пырать. Районта та ку енĕпе лару-тăру çивĕч. Çул-йĕр инкекĕсем водительсем е пассажирсем, е çуран çÿрекенсем аманнипе е вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнипе вĕçленеççĕ. Районти çулталăк хушшинчи лару-тăрăва сăнасан куç умне хăрушла ÿкерчĕк тухса тăрать.
2006 çулхи майăн 18-мĕшĕ. Çурçĕр тĕлнелле О.А.Долгов, “симĕс шĕвек” ытамĕнче пулнă пулин те, ИЖ-П-5 маркăллă мотоциклпа Хĕрлĕ Чутай салинчен Ачкасси еннелле сехетре 60-
Иртнĕ çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнчи 18 сехетре А.Г. Михуткин хăйĕн ВАЗ-2106-1 çăмăл автомашинипе Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕн Советски урамĕпе сехетре
Кăçалхи январĕн 22-мĕшĕнче пулса иртнĕ çул-йĕр инкекĕ те çын вилĕмĕпе вĕçленнĕ. “Шупашкар-Йĕпреç-Вăрнар-Калинин-Çĕмĕрле-Хĕрлĕ Чутай-Мускав” маршрутпа пыракан автобус Мăн Этмен кĕперĕнчен хăпарса çитсен Шуккакасси хĕрарăмне Е.Горланована таптанă. Хĕрарăм автоçулăн варрипе пынă иккен, вăл инкек пулнă вырăнтах вилсе кайнă.
Майăн 30-мĕшĕнчи çул-йĕр инкекĕ те çут тĕнчерен çамрăк арçынна уйăрнă. 23 сехет те 30 минутра Мăн Этменпе Серенкасси хушшинче хăрушла авари пулнă. “Хонда” автомобилĕн водителĕ Ю.В. Степанов хирĕç килекен йăрăм çине тухса А.И.Наумовăн ВАЗ-21099 маркăллă çăмăл автомашинипе çапăннă. Йывăр сурансене пула Ю.Степанов больницăра ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. А.Наумова та сурансемпе сиплев учрежденине леçнĕ.
Паянхи кун ШĔП-ĕн следстви уйрăмĕ С.Г. Мареева çапса хăварнă А.В. Хохлов водительпе çыхăннă фактпа уголовнăй ĕçе тĕрĕслет.
Асăрхарăр пулĕ, çул-йĕр инкекĕсен тĕп сăлтавĕсем - Çул-йĕр правилисене пăхăнманни, ÿсĕрле руль умне ларни, хăвăртлăха ÿстерни, çуран çÿрекенсем Çул-йĕр правилисене пăсни. Çÿлерех асăннă фактсем çын пурнăçĕ татăлнипе вĕçленнине тĕпе хурăр, çул çинче тимлĕхе вăйлатăр, асăрхануллă пулăр, ÿсĕрле руль умне нихăçан та ан ларăр. Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнсан çеç инкексем пулмĕç, çынсем те вилмĕç.