Сăпайлисем те пĕтмен-ха
Ку чухнехи пурнăçра тем те курма тивет. Çитменнине халĕ, ĕлĕкхипе танлаштарсан, çумăр хыççăн шăтса тухнă кăмпасем пек тĕрлĕ кантурсем хунаса кайрĕç, хăшне-пĕрне шыраса тупма та йывăр. Час-часах çавăн пек кантурсенче пачах хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама пĕлмен «специалистсем» те лараççĕ. Вĕсем хăш-пĕр çынсене сăпайлăн ăнлантарса парас вырăнне хăйсен кăнттам чĕлхисемпе кÿрентерме те именсе тăмаççĕ.
Кун пек тĕслĕхсем пирĕн сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсем хушшинче те сахал мар. Акă, иртнĕ çул пĕр ялти кинеми хăйне питĕ япăх туйнипе медпункта хăех çитме пултарнă-ха, анчах килне таврăннă чух аптăрасах ÿкнĕ. Иртсе çÿрекенсем васкавлă пулăшу чĕннĕ. Васкавлă пулăшу машини çитсен кураççĕ - сакăр вуннăсенчи ватă чирлĕ. Сывлăх сыхлавçисем вара çакăн пек ватăшăн мĕншĕн чăрмантаратăр тесе пулăшу чĕнекенсене ятланă, чирлĕ çынна больницăна мар, çула май хăйĕн килне çитерсе хăварма та килĕшмен.
Кун пек тĕслĕхсем темиçе те илсе кăтартма пулать. Анчах усси...
Çапах та, ку чухнехи пурнăç условийĕсем темĕнле йывăр пулин те, пирĕн хушăра сăпайлă çынсем те пĕтмен-ха.
Акă, пĕр тĕслĕх илсе кăтартам.
Нумаях пулмасть манăн васкасах республикăри больницăна сывлăха тĕрĕслеттерме каймалла пулса тухрĕ. Шăпах çав вăхăтра мана кирлĕ тухтăрсем вырăнта пулмарĕç. Мана шур халатлисенчен пĕри пĕр терапевт пÿлĕмне кăтартса ячĕ. Эпĕ вăл кăтартнă пÿлĕм алăкĕ патне пытăм. Унта Зинаида Владимировна тенине вуласан кун пек тухтăрпа тĕл пулманнине ас турăм. Алăка уçса пăхсан, унта çамрăк хĕр ларнипе, эпĕ ăна медсестра пулĕ тесе, врач килессе кĕтме шутларăм. Чылаях кĕтнĕ хыççăн, пĕр палланă хĕрарăм кĕрсе тухсан, эпĕ унран врач хăçан килессе ыйтрăм. Вăл мана врач пÿлĕмре ларнине пĕлтерсен кăна хам йăнăшни çинчен ăнлантăм.
Мĕнле ыйтупа килнине пĕлсенех врач манăн сывлăха тĕрĕслеме пуçларĕ. Унтан республикăри диагностика центрне каймалли направление хатĕрленĕ чухне эпĕ чăтаймарăм: «Врачсенчен нумайăшĕ эсир ман участокри çын мар, хăвăр тухтăр патне кайăр тесе калаççĕ, эсир вара мĕншĕн нимĕн те шарламарăр;» - терĕм. Зинаида Владимировна вара: «Пирĕн чи малтанхи тивĕç - чирлисене пулăшасси», - тесе хуравларĕ.
Шупашкара çитсе килсен те мана пĕр ыйту канăç памарĕ. Кам-ха вăл Зинаида Владимировна Майорова; Ыйткаласа пĕлнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ. Эпĕ унăн ашшĕ-амăшне тахçантанпах пĕлетĕп иккен. Амăшĕ, Нелли Валерияновна Прокопьева, район тĕп больницинче терапи уйрăмĕн заведующийĕнче тăрăшать. Ун патĕнче эпĕ темиçе хутчен те сипленнĕ. Темиçе çул каярах ун çинчен район хаçатĕнче материал та çырса кăларнăччĕ. Ашшĕне те Владимир Ивановича, чылайранпах пĕлетĕп. Халĕ вăл Атнарти вăтам шкул директорĕнче вăй хурать.
Зина вара ман ачасенчен те çамрăкрах. 1998 çулта Хĕрлĕ Чутайри гимназие кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăнах Шупашкарти патшалăх университечĕн медицина факультетне ăс пухма кĕнĕ. 2004 çулта алла диплом илнĕ. Хамăр район больницин участок терапевчĕ пулса 2006 çулхи январь уйăхĕнчен кăна ĕçлет-ха. Çавăнпа та эпĕ ăна курмасан та пултарнă.
Юлашкинчен мĕн калама пултарăп-ха: пирĕн хушăра Зинаида Владимировна пек сăпайлă çынсем ытларах пулинччĕ, унсăрăн ытла та чурăс кăмăллисем хунаса кайрĕç. Чĕререн каланă пĕртен-пĕр ăшă сăмах темĕнле хаклă эмелтен те сиплĕрех пулма пултарать, пĕр кăнттам сăмах - пурнăçран уйăрать.