Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Бюджета пĕрремĕш вулавпа йышăннă

Парламент пĕрремĕш вулавпа çĕршывăн 2008-2010 çулсенчи патшалăх бюджечĕн проектне йышăннă. Ăна 319 депутат ырланă, 81-шĕ хирĕç пулнă, 27-шĕ хурав пама тăхтаса тăнă.

Патшалăх Думин тата «Единая Россия» партин депутачĕ П.Семенов палăртнă тăрăх, ку Раççей историйĕнчи чи пĕрремĕш виçĕçуллăх федераллă бюджет проекчĕ. Апла пулсан эпир ыранхи кун пирки çеç мар, пуласлăха та çирĕппĕн пăхаятпăр, çĕршыв çывăх çулсенче мĕнле аталанма пултарнине калаятпăр. Паянхи кун патшалăхăн бюджет политики экономикăн приоритетлă енĕсене пурнăçа кĕртессипе, социаллă ыйтусене татса парассипе çыхăннă.

- Бюджета пĕрремĕш вулавпа йышăниччен эпир ун йĕри-тавра тăтăшах калаçнă, - тет П.Семенов. - Пире ытларах ял хуçалăх, эмелсемпе тивĕçтересси, пенси виçине ÿстерес ыйтусем канăçсăрлантараççĕ. Виçĕçуллăх бюджет - В.Путин Президентăн планĕ, вăл çынсен пурнăç шайне ÿстерме пулăшать. Акă, пенсин базăллă пайне 5105 тенкĕ таран ÿстерме, çар çыннисен ĕç укçине те хăпартма палăртнă. Çĕршывĕпе ĕç укçи 94 процент таранах ÿсме кирлĕ. Вăтам ĕç укçи 20 пине яхăнах пулĕ. Ĕç укçин чи пĕчĕк виçине пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлаштарма палăртнă.

Ял хуçалăхне аталантарма йышăннă наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçланать. Паянхи кун çĕршыври 40 миллион çын яллă вырăнсенче пурăнать, çавăнпа та патшалăх ял хуçалăхне пулăшма тăрăшать.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферине илсен, кивĕ çуртсенчен куçарас программăна вăя кĕртессипе 250 миллиард тенкĕ уйăрнă. Бюджетран уйăрнă кашни пусĕпе тĕллевлĕ усă курмалла. Кун пирки Раççей Президенчĕ хăйĕн Уçă çырăвĕнче те каланă, çавăн пекех «Единая Россия» партин депутачĕсене бюджет укçи-тенкине мĕнле тăкакланине тĕрĕслесе тăма ыйтнă.

«Единая Россия» парти социаллă ыйтусене укçа-тенкĕ енчен пулăшассине ÿстерме ыйтнă. Бюджета иккĕмĕш вулавпа йышăниччен çамрăксене пулăшас ыйтусене пăхса тухма та планланă.



"Пирěн пурнăç"
09 июня 2007
00:00
Поделиться