Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хисеплĕ социаллă пулăшу ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Професси уявĕ ячĕпе Сире ăшшăн саламлатăп.

Сирĕн кулленхи ĕç тимлĕхпе тата ыркăмăллăхпа çыхăннă. Ахальтен мар эсир çак профессие суйласа илнĕ. Чун туртмасан, кăмăл пулмасан, нумай ачаллă çемьесемпе, хŸтлĕх кĕтекен ватă çынсемпе ĕçлеймĕн. Районти ваттисен çурчĕсенче тимлекесем те паянхи куна япăх мар ĕçлесе пынине те çакăнта палăртмалла. Хăтлăхпа хŸтлĕх, чун ăшшине туйса пурăнакансем çакна çирĕплетсе параççĕ. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ, анлă тĕллевлĕ программăсем пурнăçа кĕрсе пырса ял çыннисен кăмăлне тивĕçтереççĕ.

Хисеплĕ социаллă пулăшу ĕçченĕсем, Сире ыттисемпе пĕрле ăшпиллĕх, тимлĕх туйăмĕсене, чун ăшшине пайлама пултарнишĕн чун – чĕререн тав тăватăп.

Уяв ячĕпе иксĕлми вăй – хăват, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.

 

 

 

 

 

 

 

 

Район пуçлăхĕ                                                                   А.И.Криков



07 июня 2007
00:00
Поделиться
;