Туртни халĕ модăра мар
Кашни çулах май уйăхĕн 31-мĕшĕнче сигарет тĕтĕмĕсĕр куна паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ вилĕм патне илсе çитерекен чи анлă сарăлнă сăлтавсенчен пĕри пулса тăракан табак изделийĕсене пропагандăлассине чарса лартма чĕнет. Ÿпке ракĕн, сывлав органĕсен вăраха кайнă чирĕсем аталаннин пысăк проценчĕ те чĕлĕм туртнипе çыхăннă.
Паян сигарет ыйтăвĕ туртакансен хăйсен сывлăхĕшĕн кăна мар, вĕсен таврари çынсен сывлăхăшĕн те çивĕч тăрать. Ашшĕ-амăшĕнчен пĕри кăна туртни те ачасен ăс-тăн пултарулăхĕ чакасси патне илсе пырать. Тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕ ачин ыйхи мĕншĕн пăсăлнин, вăл виçесĕр кутăнлашма, япăх вĕренме пуçланин сăлтавне шыраса хăшкăлать. Сăлтавĕ - хăйсенче, сисмесĕрех тенĕ пек ачисене малтан - пассивлă, кайран активлă чĕлĕм туртма хăнăхтараççĕ.
Никотина хăнăхасси чир шутланать. Тĕпчевçĕсем вара ачасемпе çул çитмен çамрăксем уйрăмах пысăк хăрушлăхра пулнине кăтартса параççĕ. Ачасемпе çул çитмен çамрăксем табак изделийĕсен рекламине уйрăмах сисĕмлĕ, туртнине хăнăху пек мар, мода вырăнне йышăнаççĕ. Шел те, аслисене ку чылай чухне пачах пăшăрхантармасть.
Кашни çынна сигарет наркăмăшĕпе вăл хăйне те, çемйине те, таврари çынсене те сиен кÿнине ăнланса илме пулăшасси тĕп тĕллев пулмалла. Тĕслĕхрен, ыран, кашниех хăйĕн умне çакăн пек тĕллев ларттăр: «Манăн пурнăçра, манăн çемье пурнăçĕнче табакпа ытти психотроплă япала валли вырăн çук!» Асра тытăр, сигаретран сивĕнни мĕн тери кирлине хăвăр лайăх ăнланса илмесĕр, хăвăрăн çирĕп кăмăл пулмасăр туртма пăрахмашкăн май çук!