Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тирпей-илемшĕн тăрăшар, çут çанталăка упрар

Юлашки çулсенче тирпей-илем çине питĕ пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç.

Тăрăшсах урамсене, пÿрт-çурт умĕсене шăлаç­çĕ, тасатаççĕ. Паллах, тавралăха тасалăхра тытни пуриншĕн те лайăх. Пÿрт умĕсенче йывăçсем кашласа ларни, пахчасенче чечексем ÿсни хуть те камăн кăмăлне те çĕклет. Анчах та çырма-çатра хĕррисенчи тасамарлăхпа çÿп-çапа кам тасатĕ-ши; Ял вĕçĕнче те тирпейлĕхе питех асăрхаймастăн. Пÿрт-çурт умне тасатаççĕ те çÿп-çапа шăпах пăрахма юраман вырăна кайса тăкаççĕ. “Хамăн кил таврашне тасатрăм, ытти мана пăшăрхантармасть”, - теççĕ пулĕ. Çырма-çатрасенче вара ял кĕтĕвĕ, выльăх-чĕрлĕхĕ çÿрет. Вĕсене кĕленче, шăвăç касăкĕсем еплерех инкек кÿнине калама та кирлĕ мар.

Ялсем хушшинчи е хĕрринчи кĕперсем таврашне пăхса илер-ха тата; Мĕн кăна купаланса выртмасть-ши; Çынсем иртнĕçем çав тасамарлăха курса тĕлĕ­неççĕ. Паллах, кунта кĕпере çывăх пурăнакан çынсем варалаççĕ. Ял варринче  пурăнакансем те  пăрăнса юлмаç­çĕ-тĕр. Машинăсемпе е лаша лавĕсемпе çÿп-çапа турттарса пырса тăкаççĕ, никамран та вăтанмаççĕ. Вĕсене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те явап тыттармаççĕ. Тĕлĕн­мелле! Тен, ял илемĕпе тасалăхĕ “аслисен” шухăшĕпе Культура çурчĕсем, лавккасем, шкулсем, ача сачĕсем таврашĕнче кăна пулмалла; Ытти вырăнсем (унта пуçлăхсем питех пырса курмаççĕ е пачах та пымаççĕ) вараланчăкра, тирпейсĕрлĕхре тăрсан та юрать пулмалла. Ял хĕрринче пурăнакансем никама та кирлĕ мар пулас çав.

Илем, тирпей... Çак сăмахсемпе кулленех усă куратпăр пулсан та нумай чухне усси сахалрах. Пĕри вăйне шеллемесĕр тăрăшать, тепри çакăн çине сÿрĕккĕн кăна пăхать. Пĕри тăрăшсах çитĕнтерет, ÿстерет, тепри шелсĕр амантса-хуçса, вакласа-касса хăварать. Тем каласан та, хальлĕхе эпир илемлĕхе курма, çут çанталăка упрама вĕренсе çитмен-ха. Хальлĕхе пире пĕрремĕш çынсемпе танлаштарсан та ытлашши мар пулĕ. Хамăр тăрăшмасан, ĕçлемесен пире никам килсе тирпей-илем туса памастех. Пур ĕç те хамăртан кăна килет.



"Пирěн пурнăç"
30 мая 2007
00:00
Поделиться