Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тĕп тĕллев - ачасен сывлăхне çирĕплетесси

Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ темелле. Умра - ачасен çуллахи каникулĕ. Хальхи вăхăтра шкул ачисен канăвне ăнăçлăрах, усăллăрах ирттересси тĕп вырăн йышăнать. Çавна май кăçал та, ытти çулсенчи пекех, шкулсем çумĕнче сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем уçăлĕç.

Пурĕ районти тăхăр шкулта кун евĕр лагерьсем ĕçлĕç, вĕсенче 380 ача сывлăхĕсене çирĕплетĕ. Шкулсем тăрăх илсен, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи  80 ача, Атнар - 50, Мăн Этмен - 50,  Хусанушкăнь - 25, Мишеркасси - 40, Питĕркасси - 50, Штанаш - 40, Тралькасси - 25, Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнчи 20 ача 21 кун хушши 8 сехетрен пуçласа 14.30 сехетчен лагерьсенче вăхăчĕсене усăллă ирттерĕç. Ачасен канăвне интереслĕрех тăвассипе воспитательсем, лагерь начальникĕсем мероприятисен планне хатĕрленĕ ĕнтĕ. Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем июнь пуçламăшĕнче ĕçе пикенĕç.

Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене 7-15 çулхи вĕренекенсен çÿреме ирĕк пур. Вĕсене кунне  икĕ хутчен тутлă апат-çимĕçпе сăйлĕç. Пĕр ача валли кунне 38 тенкĕ уйăрнă. Укçи-тенкипе вара 330 ачашăн социаллă страховани фончĕ тивĕçтерĕ, 50 вĕренекеншĕн - социаллă хÿтлĕх пайĕ.

Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем уçăласси, паллах, шкулсем санитарипе эпидемиологи ыйтăвĕсене пăхăннинчен килет. Кăçал сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене уçма палăртнă вĕренÿ заведенийĕсенче Çĕмĕрлери Роспотребнадзор ыйтнине пурнăçланă. Çитменлĕхсене çине тăрсах пĕтернĕ.

Ачасен канăвне усăллă ирттерес, лагерьсенчи ĕç-хĕле тĕрĕс йĕркелесе пыма вĕренес тĕллевпе Атнар, Мăн Этмен, Тури Çĕрпÿкасси, Тралькасси шкулĕсенчи лагерь начальникĕсем ятарласа 3 кун хушши вĕренÿ институчĕ çумĕнчи курссенче пулнă. Калас пулать, чылай шкулсенче темиçе çулшар ĕнтĕ лагерь начальникĕсем пулса пĕр çынсемех тăрăшаççĕ. Сăмахран, Питĕркассинчи А.Ейков, Мишеркассинчи Г.Николаева, Мăн Этменти В.Ярабаев хăйсен тивĕçĕсене аван пĕлеççĕ.



"Пирěн пурнăç"
30 мая 2007
00:00
Поделиться