Тăрăшуллисене премипе чыслаççĕ
Пуян ăс-тăнлă, çĕннине пĕлме ăнтăлакан пултаруллă çамрăксене, вĕренекенсене тивĕçлипе хаклаççĕ, хавхалантарса пыраççĕ, талантсене кашни уйăхра ятран паракан стипендисемпе тивĕçтереççĕ.
Пултаруллисене тупса палăртса хавхалантарни çамрăксен ĕçлес кăмăлне, яваплăхне ÿстерет. Акă, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи Ксения Кабардаева, кăçал 11 класс пĕтерет, ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн стипендине илсе тăрать. Шкул пурнăçĕнче хастарлăхпа палăрнă, ăслă-тăнлă, талантлă, тĕрлĕ олимпиадăсенче çĕнтернĕ, районти 20 вĕренекен, кăçал район пуçлăхĕн А.И.Криковăн ятран паракан стипендиллĕ пулчĕç. Вĕсем: Т.Лаптева (Атнар шкулĕ), Т.Сергеева (Атнар), А.Зиновьев, М.Огаринова, Т.Яковлева (Мăн Этмен), А. Ворожейкина (Мишеркасси), А.Вазина (Питĕркасси), В.Чучакова (Штанаш), А.Скворцова (Тралькасси), И.Илларионова (Хусанушкăнь), В.Храмов (Шулю), Д.Владимиров, А.Захарова, Р.Палейкина, О.Тимкина, А.Данилова, И.Козлова (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ), С.Париков (Çĕн Атикасси), М.Зайцев (Серенкасси), П.Устинов (Тури Çĕрпÿкасси). Сăмах май, юлашки шăнкăрав уявне хутшăнса район пуçлăхĕ А.И.Криков Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи стипендиатсене, выпускниксене ăшшăн тав туса саламларĕ, ăнăçу, телейлĕ çул сунчĕ.
Çавăн пекех мал ĕмĕтлĕ, пысăк шанчăк паракан, çĕннине шыракан, паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен техникăпа анлă усă куракан чи тăрăшуллă 5 учитель ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, Етĕрнери сĕт-çу завочĕн директорĕн Н.В.Маловăн ятран паракан премине, 1000-шер тенкĕ, илме тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсене ятран асăнар: Ю.В. Вадейкина (Мăн Этмен), В.А. Кудряшова (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ), Г.А.Бровкина (Шулю), Л.Ф.Ермолаева (Питĕркасси), В.А. Нагорова (Хусанушкăнь). Вĕсем çĕнĕ тапхăрти педагогсем, уроксене çÿллĕ шайра ирттереççĕ.
Пурнăç çĕнĕлле шухăшлама, пултаруллă ĕçлеме чĕнет. Учительсен хăйсен сăваплă ятне тÿрре кăлармалла, вĕсен вĕренекенсене тĕпчев, шырав ĕçĕсене хăнăхтармалла, ачасен активлăхне ÿстермелле, илнĕ пĕлÿпе пурнăçра усă курма вĕрентмелле.