Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Международным Днем защиты детей

Хаклă ентешĕмĕсрем!

 

            Чун-чĕререн Сире Пĕтĕм Тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун ячĕпе саламлатăп!

Таса ăс-тăнпа, чунпа, ырă ĕçпе  çитĕнекен  ăру аслă çулхи çынсен тĕнчине кĕрсе пырать. Пирĕн, аслисен вĕсен ырă енĕсене упраса хăварма тăрăшмалла, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма вĕрентмелле, тăван ене юратма хăнăхтармалла. Çакна пурнăçланин тĕшши вун-вунă çулсем иртсен палăрĕ. Ялсен, хуласен, республикăн шăпи вĕсен аллинче пулĕ. Паянхи кун районăн çамрăкĕсем валли аван аталанса ÿсме чылай условисем пур. Шкулсенче çĕнĕ йышши информаци технологийĕсем ăс пухма пулăшаççĕ. Культура  учрежденийĕсенче, библиотекăсенче кану йĕркелеме май пур. Тĕллевлĕ программăсем те пурнăçа кĕрсе  пыраççĕ. Палăртма кăмăллă, пирĕн тăрăхра ачасене юратакан çемьсем чылай. Ашшĕ-амăшĕсенчен хÿтлĕх тупайманнисем тивĕçлĕ çемьсенче тимлĕхпе ăшпиллĕхе тупаççĕ, ырлăхпа малашлăха туйса ÿсеççĕ.

Уяв ячĕпе сире пурне те телейпе юрату, ырăкăмăллăх сунатăп. Сирĕн килĕрсенче яланах ăшă, çутă, хăтлă пултăр, телейпе тулнă савăнăçлă ачасен сасси янăратăр!

 

Район пуçлăхĕ  А.И.Криков



30 мая 2007
00:00
Поделиться
;