Наркотикпа туслашни - вилĕме алă пани
Наркомани - романтика мар, пачах урăхла: вăл - кулленхи хăрушлăх, хăвна ыттисен умĕнче мĕскĕннĕн тытни. Çывăх çынсене, хăвна çухататăн. Минутлăх киленÿ илессишĕн СПИД çаклатас хăрушлăх та çук мар. Нумай чухне наркомани вăхăтсăр вилĕм патне илсе çитерет. Çак шута ытларах 16-18 çулсенчи çамрăксем кĕреççĕ.
Наркомани - хăрушă чир. Пĕр хутчен кăна тутанса пăхсан та унран хăтăлма питĕ йывăр: хăйĕн тарăн, пăтранакан авăрне сĕтĕрсе кĕрет. Сире халиччен мĕн хаклă пулнă - вĕсем малашне сирĕншĕн пачах та кирлĕ мар пулса тăраççĕ. Çывăх çынсем те ют пек туйăнма тытăнаççĕ. Наркотикпа туслашрăн пулсан, эсир этемлĕх туйăмĕсем çинчен манатăр: юратма, хурланма, савăнма пĕлместĕр.
Пурте пĕлетпĕр: наркомани ырри патне илсе çитермест. Наркотик тутантăр пулсан, пĕр урипе тупăка пусрăн тесех шутла. «Чир» кунран-кун ытларах та ытларах «апат» ыйтма тытăнать, сывлăх хавшани палăрни сисĕнет. Укçа енчĕкĕ те самаях çÿхелет. Кĕçех эсир нимĕнсĕр тăрса юлатăр. Чир вара шалтан шала кайса пырать.
Шел пулин те, наркотиксемпе туслашакансен йышĕ ÿссех пырать.
Ача хăйне урăхларах тытма пуçларĕ пулсан, килтен укçа, хаклă япаласем çухалма тытăнсан, шкул çине алă сулсан, вĕренÿре япăх ĕлкĕрсе пырсан вăл наркотикпа туслашман-ши тесе шутласа пăхăр. Тен, ку пуçламăшĕ кăна, чир çулне çийĕнчех пÿлме май пур. Ун пек ачасене вăхăтра пулăшмасан, вĕсем малашне ăçта пырса тухасси каламасăрах паллă. Çавăнпа та ача наркотиксемпе туслашнин малтанхи паллисенех асăрхасан ăна пĕр тăхтамасăр нарколог патне илсе каймалла.