Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ

Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин пуçарăвĕпе кăçалхи иккĕмĕш кварталта “Социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен чи лайăх учреждени” ятпа республикăри смотр-конкурс иртнĕ. Конкурсăн “Чи лайăх Ваттисен çурчĕ” номинацийĕпе хакланă чухне пурăнмалли вырăн миçе пулнине шута илнĕ. Çапла майпа, конкурс пурăнмалли 15 вырăн тата 16-ран ытларах вырăн йышăнакан Ваттисен çурчĕсем хушшинче хĕрÿ иртнĕ. 16 тата ытларах пурăнмалли вырăн йышăнакан “Чи лайăх Ваттисен çурчĕ” номинацире пирĕн районти Березовкăри Ваттисен çурчĕ иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă, 4 пин тенкĕне тивĕçнĕ.

Чăннипе те Березовкăри Ваттисен çурчĕ малти вырăна тухма тивĕç тесе каламалла. Социаллă ĕçченсем аслă ăру çыннисен канлĕхĕшĕн, вĕсене çемье ăшшине парассишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ. Ватăсене канлĕ пурăнма кунта условисем çителĕклĕ. Ваттисен çурчĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă, территоринче хăтлă, тирпейлĕ. Çавăн пекех кунта выльăх-чĕрлĕхĕ те пур, пыл хурчĕсем те тытаççĕ.



"Пирěн пурнăç"
30 мая 2007
00:00
Поделиться