Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче
Çапла каланă ĕлĕкех ваттисем. Кĕтÿре çÿренĕ тапхăрта выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ уйрăмах ÿсет. Хĕвел, ăшă çанталăк, ешĕл курăк вĕсен сывлăхне лайăхлатаççĕ. Сывă, лайăх ÿт хушнă ĕне вара сĕтне те лайăх парать. Акă, çак кунсенче В.А.Никитин фермер хуçалăхĕнче пултăмăр, çурхи ĕçсемпе интереслентĕмĕр, ферма территорине çитсе унта ĕçлекенсемпе курнăçрăмăр.
В.А.Никитин фермер, “Вперед” хуçалăха хăй çине шанса илнĕренпе, хуçалăх чылай ÿсĕмсем тунă, кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Кăçалхи çур акине лайăх хатĕрленсе ирттернĕ, çуртрисене вăхăтра акса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшнă, “иккĕмĕш çăкăра” 8 гектар лартса хăварнă. Халĕ калчасене пăхса тăмалла çеç.
Кĕтÿ çаран çине тухнăранпа ĕнесем (пурĕ 55 пуç) чылай сĕт хушнă. Дояркăсем - Р.Дерюшкина, Е.Алексеева, Н.Можайкина (ылмаштараканни) кашни ĕнерен вăтамран 19 килограмм ытла сĕт сăваççĕ. Е.А.Алексеева лăш курмасăр фермăра 30 çул ытла тимлет, ыттисемшĕн вăл ырă тĕслĕх. А.Г. Марукова пăру пăхакан пирки те ыррине çеç каламалла, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.
А.Сандомиров яш каччă фермăри выльăхсем валли апат турттарса тăрать. 19 çулта çеç-ха вăл. Çапах та хуçалăх ĕçне хастар хутшăнать, тăрăшуллă çамрăк. Хăйне шанса панă урхамахĕпе пур ĕçе те тăвать, каланине итлет. Эпир пынă чухне те обществăлла выльăх патне фураж турттаратчĕ. Ял ĕçĕпе кăмăллă вăл.
- Ешĕл курăк çине куçнăранпа ĕне выльăхран продукци илессине ÿстерес тесе хушма апат парсах тăратпăр. Сумалли ĕнесене фуражран, утăран, сенажран татмастпăр, - терĕ ферма заведующийĕ А.М.Тимешков. Сăмах май, Александр Михайлович 15 çул хушши фермăри ĕçсене йĕркелесе пырать, хăй ĕçне пĕлсе тăвать, коллектива тĕрĕс çулпа ертсе пырать.
Владимир Андреевич Никитин хуçалăхри ĕçченсен тăрăшулăхĕпе кăмăллă. Вăл утă çи тапхăрĕнче обществăлла выльăх апачĕ ытларах хатĕрлесе хăварассишĕн тăрăшарах ĕçлессине, выльăх йышне чакармасăр продукци илессине ÿстерсе пырассине пĕлтерчĕ.