Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Общероссийским Днем библиотек

Хисеплĕ ентешсем!

 

 

Пĕтĕм Раççейри библиотека кунĕ ячĕпе сире саламлатăп!

Эсир халăха культурăпа ăс – хакăл тĕнчине илсе кĕртекенсем, кĕнекене юратма, ăна вуласа килленме вĕрентетĕр, авалхипе хальхи тăван енĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшма хистетĕр. Шăпах сирĕн сĕнÿсенчен вулаканăн тавракурăм аталанăвĕ еплерех шайра пулни нумай килет.

Юлашки вăхăтра библиотека системинче палăрмалла ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Ялсенчи модельлĕ библиотекăсем вулавçăсемшĕн çĕнĕ варкăш илсе килчĕç. Унти пуян кĕнеке фончĕсем, электронлă энциклопедисем, аудио тата видео материалсем ял çыннисене çĕнĕлĕхпе илĕртеççĕ. Кăçалхи çул районта тата 7 модельлĕ библиотека уçăлмалла.

Шанатăп, хисеплĕ библиотека ĕçченĕсем, сире хăвăрăн ĕçченлĕхпе пултарулăх малашне те кулленхи ĕçре пулăшса пырĕç.

Професси уявĕпе саламласа çирĕп сывлăх, татау пурнăç, телей сунатăп.

 

 

Район пуçлăхĕ    А.И.Криков



26 мая 2007
00:00
Поделиться
;