Кĕтÿ çаран çине тухрĕ
Кăçал çĕр кăкăрне çурхи çумăр çителĕклĕ шăварчĕ. Çавăнпах çаран, нумай çул ÿсекен курăксем вăй илчĕç. Çуллахи лагерьсене илсе тухнă тата çаран çинче çÿрекен выльăхсен продуктивлăхĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Акă, районти сăвăм вăтамран 12,4 килогрампа танлашать. Кĕтĕве симĕс курăк çине кăларнин усси пурах. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен сĕт сăвассипе “Аккозинский” ЯХПК-ри дояркăсем районта малта. Кунта паян кашни ĕне вăтамран 18,1 килограмм сĕт антарать. В.Никитин фермер хуçалăхĕн кăтартăвĕ те лайăх - 19,3 килограмм, “Коминтерн” - 14,6, кунти Атнар ĕне ферминчи дояркăсем куллен кашни ĕнерен 18,1 килограмм продукци илеççĕ, комплексра - 13,4. “Свобода” колхозăн кăтартăвĕ те япăх мар - 16,5, “Нива” - 13,5, “Победăпа” “Мочковашский” хуçалăхсен - 13,1-шер, ыттисен район вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. “Путь Ильича” колхозăн, “Асамат” хуçалăхăн сăвăм пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чакнă.
Пĕтĕмĕшле илсен, хуçалăхсенче ĕне выльăха ешĕл курăк çине кăларчĕç, “Свобода” колхозра çеç уй-хир ĕçĕсем вĕçленменрен-ши, кĕтĕве çаран çине кăлараймарĕç, çавăнпах вĕсен сăвăм кăтартăвĕ пĕр шайра тăрать. Çитес кунсенче анатçĕрпÿкассисем обществăлла выльăха симĕс курăк çине кăларасса шанатпăр.
Çакна палăртмалла, кăçал “Путь Ильича”, “Победа” хуçалăхсенчи сумалли ĕнесем уя начар виçепе тухрĕç. Çавăнпа вĕсенче уйрăмах сăвăма ÿстерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле, ĕне чĕлхи çинчен хушма апат татмалла мар. Халĕ нумай çул ÿсекен курăксем ÿссе пыраççĕ, ĕнесене каçхи апат вырăнне симĕс курăк çулса çитерессине йĕркелемелле, фураж хушса памалла.
Шулюпа Ачкассинчи ĕнесене çуллахи лагере куçарчĕç. Анчах кунта пĕр çитменлĕх - ĕнесене хушма апата çĕр çине тăкса пани. Кашнине пĕр пек виçепе валашкана апат парассине йĕркелесен аванрах пулмалла.
“Нива”, “Свобода”, “Коминтерн”, “Аккозинский” ял хуçалăхĕсенчи тата В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи ĕнесем самăр тăраççĕ, çавăнпа вĕсем продукцине те ытларах параççĕ. “Коминтерн” дояркисем ÿсĕм тăвас тесе ĕнесене кунне виçĕ хут сăваççĕ. Ыттисен те вĕсенчен тĕслĕх илсен аван пулмалла. Июнь-июль уйăхĕсенче кунне виççĕ суни кирлех, çакă сăвăма ÿстерме пулăшать.
Кĕçех выльăх апачĕ хатĕрлемелли тапхăр пуçланать. Утă, сенаж, силос ытларах янтлама тăрăшмалла. Çулла тимлемесен хĕлле выçă ларма тивĕ.