Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр

Ача сачĕсем çамрăк ăрăва пуçламăш пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кунта пепкесем валли тĕрĕс-тĕкел ÿссе аталанма, сывлăха çирĕплетме пур майсем те пур. Çавăнпах пулĕ чылай ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене ача садне вырнаçтарма тăрăшать. Тепĕр енчен илсен, ашшĕ-амăшĕсем ачисене шанчăклă алла парса хăвараççĕ-çке.

Акă, эпир, Ю.Г.Матвеева тата И.А.Лапаева, «Хĕвел» ача сачĕн пĕрремĕш кĕçĕн ушкăнĕнче ĕçлетпĕр. Пирĕн ушкăна 9 арçын ача тата 8 хĕр ача çÿрет. Кăçал эпир хамăр ĕçе 2007 çула Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Ача çулталăкĕ тесе йышăннине тĕпе хурса йĕркелеме палăртрăмăр. Çак хушăра ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле «Телейлĕ ачалăх», «Пирĕн хÿтĕлевçĕсем» тата «Манăн юратнă, кăмăллă анне» альбомсем хатĕрлерĕмĕр. Апрель уйăхĕнче вара «Аттепе пĕрле, аннепе пĕрле» конкурс ирттертĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕсем çак конкурса хаваспах хутшăнчĕç.

Кунсерен эпир пĕчĕк пепкесем сывă та телейлĕ ÿсчĕр тесе чун-чĕререн тăрăшатпăр. Çак уйăхра «Чечексем ман, чечексем» конкурс та йĕркелерĕмĕр. Ачасем вылякан пÿлĕмсенче тĕрлĕ хитре те илĕртÿллĕ чечексем ÿстересшĕн.

Çуллахи вăхăтра та эпир, воспитательсем, ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлессе шансах тăратпăр. Июнь-июль уйăхĕсенче «Эпир чей юрататпăр» ятпа хăмла тата хурлăхан çырлисен тураттисемпе çулçисене пухма палăртатпăр.

Ача çулне халалланă ятарлă планпа малашне те ĕçлеме шутлатпăр. Калас пулать, кашни ушкăнăн тата ача сачĕн пĕтĕмĕшле ку тĕлĕшпе план пур. Эппин ачасен чун илемлĕхне пуянлатас, ырă кăмăллă пулма тата сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, тавра курăмне анлăлатас ... ĕç малалла тăсăлĕ.



"Пирěн пурнăç"
26 мая 2007
00:00
Поделиться