Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

74 ача çуралнă, 199 çын вилнĕ

Демографиллĕ лару-тăру районта ырă еннелле улшăнни куç кĕрет. Кăçалтанпа амăшĕн капиталĕн сертификатне пама пуçланăранпа районта ача çураласси ÿснĕ. Сăмах май, халиччен 38 ача амăшĕ сертификата тивĕçлĕ. ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа, майăн 23-мĕшĕ тĕлне, районĕпе 74 ача çуралнă: арçын ачасем - 34, хĕр пĕрчисем - 40. Пĕр çемьере йĕкĕрешсем пур. Ашшĕ-амăшĕсем чун тĕпренчĕкĕсене ытларах Максим, Даниил, Дмитрий, Валерия, Анна, Дарья ятсем пани паллă.  Иртнĕ çулхи кăтартусене илсен, çак тапхăрта 64 ача (38 арçын ача, 26 хĕр ача) çуралнă пулнă, икĕ çемьене “йĕкĕреш çĕнĕ кайăксем” вĕçсе кĕнĕ.

Шел те, çуралнисемпе танлаштарсан, вилекенсен йышĕ çав-çавах пысăк пулни пăшăрхантарать. 2007 çулта 199 çын çут тĕнчерен уйрăлнă, хĕр арăмсем - 102, арçынсем - 97. Çакă та паллă, арçынсем вăтамран 58 çул пурăннă, хĕрарăмсем - 75. Пĕлтĕр çак хушăра 215 çын “каялла таврăнайми” тĕнчене ăсатăннă: 113 арçын, 102 хĕрарăм. 2006 çулта арçынсем вăтамран 63 çул пурăннă, хĕрарăмсем 77. Вилекенсенчен пĕр çула çитмен 1 ача пулнă.

Пĕр-пĕрне килĕштерсе, хăйсен юратăвне çирĕплетсе мăшăрсем çемье çавăраççĕ. Кăçал çак тапхăрта 35 мăшăр пĕр çемьене чăмăртаннă, пĕлтĕр вĕсен йышĕ 32-пе танлашнă.

Хăш-пĕр çемьесенче чашăк-тирĕк хытах шăнкăртатнăран мăшăрсем уйрăлаççĕ. Кăçал 20 çемье арканнă, пĕлтĕр 16 пулнă.



"Пирěн пурнăç"
26 мая 2007
00:00
Поделиться