Ĕç опычĕпе ылмашăнчĕç
Кĕçнерни кун пирĕн районта тăватă районăн (Хĕрлĕ Чутай, Улатăр, Çĕмĕрле, Пăрачкав) пуçлăхĕсемпе вĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен зонăри семинарĕ иртрĕ. Пурĕ унта 53 пуçлăх килсе çитнине палăртмалла. Семинар программи икĕ пайран тăчĕ.
Чи малтанах, хăнасем килсе çитсен, пурте Çĕнĕ центрти Çĕнтерÿ лапамĕпе паллашрĕç, палăк тата фонтан умĕнче пулчĕç. Ун хыççăн семинара хутшăнакансем Кивĕ центра çитсе курчĕç. Унта хăнасене Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Романов, Чутай тумне тăхăннă пикесем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Унтан Валерий Константинович Кивĕ центрпа, унăн историйĕпе паллаштарчĕ. Улатăр, Çĕмĕрле тата Пăрачкав районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Крестовоздвижени чиркĕвĕнче пулчĕç. Николай атте пухăннисене чиркĕвĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Кун хыççăн пурте «Çын тата çут çанталăк» музее çул тытрĕç. Кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ пулин те, хăнасене музей питĕ килĕшрĕ, чылай экспонат вĕсене интереслентерчĕ. Пуçлăхсем музейра юсав ĕçĕсем хыççăн хăтлă та илемлĕ пуласса пĕр иккĕленмесĕрех çирĕплетрĕç. Музейăн директорĕ З.С.Спиридонова юсав ĕçĕсене пурнăçлама район пуçлăхĕ А.И. Криков укçан пулăшнине пĕлтерчĕ, ăна тав турĕ. Музейри тĕрлĕ залсенче пулса курнă хыççăн семинара хутшăнакансем Атнар ял тăрăхне çул тытрĕç. Чи малтанах вĕсем Атнарти вăтам шкула çитрĕç. Вĕсене шкул директорĕ В.И. Прокопьев кĕтсе илчĕ, унтан шкул тата унăн историйĕ пирки, умри тĕллевсем çинчен калаçрĕ. Хальхи вăхăтра шкулта 251 ача ăс пухать иккен. Иртнĕ çул шкул 110 çул тултарнă. Атнар шкулĕн хăйĕн краеведени музейĕ те пур. Ăна Г.А.Мигушкин учитель-историк, краевед тăрăшнипе 1960 çулта уçнă, 1970 çулта вăл шкул музейĕн статусне илнĕ. Ку музейра Атнар тăрăхĕнчи ялсен историйĕ пухăннă.
Экспонатсемпе пуян музейра пулнă хыççăн пурте Атнар ял тăрăхĕн административлă çурчĕ умĕнче пухăнчĕç, хăнасем кунта çав тери хăтлă, таса та илемлĕ пулнине палăртрĕç. Фонтан пурри улатăрсене, çĕмĕрлесене, пăрачкавсене пушшех те тĕлĕнтерчĕ.
Инçех мар вырнаçнă социаллă объектсенче те пулса курчĕç семинара хутшăнакансем. Акă, малтанах Атнарти Ваттисен çуртĕнче канлĕх тупнă ветерансемпе курнăçрĕç, вĕсен кулленхи пурнăçĕпе интересленчĕç. Унтан тĕслĕх библиотекăна тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне кĕрсе курчĕç. Кунта та тирпей-илем хуçаланнишĕн атнарсене мухтарĕç. Юлашкинчен хăнасем ял тăрăхĕнче тимлекенсен ĕç пÿлĕмĕсенче пулчĕç.
Семинарăн иккĕмĕш пайĕ Атнар ял тăрăхĕн ларусем ирттермелли залĕнче иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсен Канашĕн ĕçĕсене туса пыракан дирекцийĕн директорĕ В.И.Максимов йĕркелесе ертсе пычĕ. Василий Иванович ку хутĕнче зонăри семинарсем вĕçленнине пĕлтерчĕ. Çакăн пек семинара пухăнни питĕ усăллă пулнине, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе, шухăшĕпе паллашма, кирлине ăша хывса харпăр хăй ĕçĕнче усă курма май панине палăртрĕ.
Чи малтанах, В.И.Максимов сĕннипе, тĕрлĕ районсенчен килсе çитнĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсене мĕн килĕшни тата тĕлĕнтерни пирки каласа пачĕç. Улатăр, Çĕмĕрле тата Пăрачкав районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен старостисем асăннă ял тăрăхĕнчи лару-тăру питĕ килĕшнине, малашне вĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшассине çирĕплетсе хăварчĕç.
Район пуçлăхĕ А.И.Криков районти лару-тăру пирки кĕскен каласа пачĕ. Атнар ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă «Коминтерн» ЯХПК, районĕпе илсен, 35 процент ытла сĕт, 35 процент ытла аш туса илет, ура çинче çирĕп тăракан хуçалăх шутланать, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пырса продуктивлăха ÿстерет. Ял тăрăхĕсем çинчен сăмах хускатнă май, Александр Иванович вĕсен бюджечĕсем пĕчĕк пулнине палăртрĕ, пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемеллине пĕлтерчĕ. А.И.Криков Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пекех ыттисене те тирпей-илем ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. Александр Иванович пурне те малашне ĕçре ÿсĕмсем, çирĕп сывлăх сунчĕ.
«Коминтерн» ЯХПК ертÿçи А.Б.Новикова вара хуçалăхри кулленхи ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Хуçалăхăн 3300 гектар çĕр пур. Альбина Борисовна палăртнă тăрăх, çулсерен усă курмасăр пĕр гектар çĕр те юлмасть. Пурĕ ял хуçалăхĕнче 150 çын тăрăшать. Техникăсенчен «Коминтерн» ЯХПК-н 25 трактор, 20 тĕрлĕ машин, 4 комбайн пур. Кунта техникăна çĕнетсех пыраççĕ. Сăмах май, 2001 çулхи комбайн чи кивви шутланать. Тĕш тырăсен тухăçлăхĕ гектар пуçне 24-25 центнерпа танлашать. Альбина Борисовна кашни çулах удобренисемпе усă курса ĕçленине пĕлтерчĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине таянса ĕçленине палăртрĕ. Калас пулать, «Коминтерн» хуçалăх кăçал пĕрремĕш çул çĕр улми лартмасть. Çавăн пекех А.Б.Новикова лизингпа усă курса çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме пуçлани çинчен каласа пачĕ. Çакă продуктивлăха ÿстернине, ĕçе çăмăллатнипе сахалрах ĕçчен вăй хунине, çапла майпа ĕç çыннин шалăвне хăпартма май панине асăнчĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ те чылай çăмăллăх кÿнине палăртрĕ хуçалăх ертÿçи. Малашлăх тĕллевĕсем пысăк-ха А.Б. Новикован. Вăл сыснасен хисепне виçĕ пине çитересшĕн тата тепĕр фермăра та датски технологипе ĕçлессине йĕркелесе ярасшăн. Тĕллевсемпе пĕрлех канăç паман ыйтусем те пур иккен пуян опытлă ертÿçĕн. Альбина Борисовна сĕт йÿнĕ хакпа кайнишĕн пăшăрханса калаçрĕ, ял хуçалăхĕнче çĕршывĕпех стабильлĕх çукки шиклентернине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне А.Б. Новикова тирпей-илем ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ, çакă хамăршăн пулнине çирĕплетрĕ, тавралăх илемĕшĕн тăрăшни хамăра вырăна хуни пулнине пĕлтерчĕ.
Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов кулленхи ĕç пирки калаçрĕ. Вăл тирпей-илем ыйтăвĕпе, масарсене тата выльăх çăвисене пăхса тăрассипе епле ĕçленине каласа пачĕ, вырăнти ял хуçалăхĕн ертÿçипе килĕштерсе те канашласа пурăннине асăнчĕ, А.Б.Новикована кирлĕ самантсенче пулăшнăшăн тав турĕ.
Унтан семинара хутшăнакансене Хусанушкăнь, Питĕркасси, Хĕрлĕ Чутай, Пантьăк ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем (А.Г.Праулов, А.Т. Дмитриев, В.К.Романов тата Н.И.Трифонов) пушар хăрушсăрлăхĕпе йĕрке ыйтăвĕсемпе, вырăнти депутатсемпе мĕнле ĕçленипе, ял çыннисене килти хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитсем тĕлĕшпе тата потребительсен кооперативĕсем йĕркелессипе епле вăй хунипе паллаштарчĕç.
Юлашкинчен В.И.Максимов тата А.И. Криков пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе палăрса мала тухнисене - ял тăрăхĕнчи чи лайăх пуçлăхне А.Н.Кузнецова (Атнар яŸт), пысăк стажлă муниципаллă ĕçчене Т.В.Катейкинана (Тралькасси) тата ял тăрăхĕн чи лайăх старостине Ю.А. Храмова (Пантьăк) Хисеп грамотипе пĕрле ЧР муниципаллă пĕрлешÿсен Канашĕн Кубокне парса чысларĕç.