Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Уява хатĕрленес тĕллевпе

Иртнĕ ытлари кун райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче «Акатуй» ĕçпе юрă тата спорт уявне хатĕрленсе ирттерес енĕпе йĕркеленĕ комитетăн пĕрремĕш ларăвĕ пулчĕ. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, райадминистрацин ял хуçалăхпа экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ, йĕркелÿ комитечĕн председателĕ А.П.Самылкин ертсе пычĕ.

Чи малтанах Александр Петрович нумаях пулмасть район пуçлăхĕ А.И.Криков Чавал уçланкинче июнĕн 10-мĕшĕнче «Акатуй» ĕçпе юрă тата спорт уявне 55-мĕш хут уявлас енĕпе хушăва алă пуснине пĕлтерчĕ, йĕркелÿ комитечĕпе паллаштарчĕ. А.П.Самылкин çак уява тивĕçлĕн хатĕрленес тесе çывăх вăхăтра чылай ĕç пурнăçлама тивнине çирĕплетрĕ. Район уявне çÿллĕ шайра ирттерме хатĕрленес тĕллевпе Александр Петрович вырăна çитсе унти лару-тăрупа паллашма сĕнчĕ.

Чавал уçланкине çитсен йĕркелÿ комитечĕ кунти çитменлĕхсене палăртрĕ. Çийĕнчех кашни ĕçшĕн яваплисене те çирĕплетрĕç. Акă, уçланкăри тирпей-илемшĕн район пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ И.Л.Хораськин яваплă. Кунта çул хĕррипе тата халăх çÿремелли вырăнсенче чăрмантаракан тата хăрăк туратсене касмалла. Коммуналлă хуçалăхăн вара çулсене юсассипе, шыв юхмалли пăрăх хурассипе, лармалли саксене йĕркене кĕртессипе тимлемелле. Кăçал сценăна та капиталлă юсав тăвас теççĕ. Райадминистрацин социаллă аталану пайĕн спортпа туризма аталантарас енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Ю.И.Столяров вара спорт вăййисене ирттермелли вырăнсене йĕркене кĕртессишĕн яваплă пулĕ. Район пуçлăхĕн çумĕн, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕн А.В.Башкировăн июнĕн 8-мĕшĕнче субботник йĕркелемелле. Июнĕн 8-9-мĕшĕсенче райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Н.Самсонов тата ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн директорĕ А.И.Магаськин уяв концертне хутшăнакансемпе репетици ирттерĕç. Июнĕн 10-мĕшĕнче ирхине Чавал уçланкинче уяв сĕмне кĕртессишĕн ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем яваплă.

Çакна та пĕлтермелле. Кăçалтан пуçласа “Акатуйра” машинăсем çинчен сутă тума чараççĕ иккен. Лавккасем палаткăсенче вырнаçĕç. Урăхла каласан, машинăсене уçланкăна кĕртмеççĕ. Кун пирки ял хуçалăхпа экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнче тĕплĕнрех пĕлме пулать.



"Пирěн пурнăç"
19 мая 2007
00:00
Поделиться