Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тирпей-илем хуçалантăр

Юлашки тапхăрта тавралăха тирпей-илем кÿрессипе, симĕс хунавсем лартассипе тăрăшни куç кĕрет. Халăх та тасалăхпа илемлĕхе хăнăхса пырать. Акă, район пуçлăхĕн А.И.Криковăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, районта кашни эрне кунпа шăмат кун экологи субботникĕ иртет. Ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем, предприяти-организацисенче тăрăшакансем, шкулсем хăйсен территорийĕсенче тирпей кÿреççĕ, йывăç-тĕм лартаççĕ, çÿп-çап пуçтараççĕ. Апрелĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунчченех “Сура” автоçул хĕррипе ÿсекен тĕмĕсене хăрăк туратсенчен тасатассипе хĕрÿ ĕç пырать.

Çавăн пекех районта масарсенче çывăх тăванăмăрсен вил тăприйĕсене пăхса, юсаса, тирпейлесе пырас ĕç те аван пырать. Çак кунсенче ку енĕпе Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Вĕсем ял тăрăхне кĕрекен масарсенчи йывăçсене касрĕç. Палăртмалла, ку енĕпе Чурпай ялĕнче пурăнакансем хастарлăх кăтартнă.

Атте-анне, тăван, ял-йыш выртакан масарсене - чи сăваплă та чи таса пулмалли вырăна ытти ял тăрăхĕсенче те йĕркене кĕртесчĕ.

Тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе пĕрле кар тăрса ĕçлесен район, ял, урам, кил-çурт илемлĕ пулĕ.



"Пирěн пурнăç"
19 мая 2007
00:00
Поделиться