Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Саккун çынсенчен çирĕп ыйтать

- Çутăна вăрлама юраманнине асăрхаттарсах тăнă, район хаçачĕ урлă та ăнлантарнă пулин те, нумайăшĕ çак кăткăс та çăмăл правилăна пăхăнасшăн мар. Вăрласан чылай йÿнĕрех тесе шутлаççĕ пулас. Электроэнергие вăрланине алран ярса тытсанах каçару ыйтаççĕ, макăрма тытăнаççĕ. Мĕншĕн электроэнергие вăрлатăн тесен çутăшăн тÿлеме укçа çук, упăшка  ниçта та ĕçлемест текен хурав илтетĕн. Çапла, «Энергобаланс» ĕçченĕсем районта ĕç вырăнĕ тупма йывăррине ăнланса «çутă вăррисене» саккун ыйтнă мерăсемпех айăпламан. Хăшĕ-пĕри хăйсене ăнланнине вуçех те урăхла, электроэнергие малалла та куçăнах вăрлама юрать тесе ăнланчĕç. Малашне электричество вăррисене е унпа усă курнăшăн тÿлеменнисене çирĕп мерăсем кĕтеççĕ, саккун ыйтнă пекех айăплаççĕ, - тет Николай Семенович.

- Май уйăхĕ пуçланнăранпа икĕ эрне çеç иртрĕ пулин те, çак вăхăтра çутă вăрланипе питĕ нумай акт çырнă. Кунне пирĕн ĕçченсен 8-9 акт çырма тивет. Çав таранччен халăхăн пысăк пайĕ электричествăна хакламасть, ăна вăрлать. Калас пулать, «Энергобаланс» ТЯО ĕçченĕсем кашни шăмат кунпа вырсарни кун та ирхи 6 сехетрен пуçласа каçхи 10 сехетчен ялсем тăрăх рейд ирттереççĕ. Ял халăхĕн çак вăхăт хушшинче çутă тĕрĕслекенсене хăйсем электроэнергипе мĕнле усă курнине тĕрĕслеттерме кĕртмелле. Канмалли кунсенче тĕрĕслевсем ирттерни лайăх çеç. Шăпах канмалли кунсенче чылайăшĕ ирĕк памасăрах, счетчиксăрах, линипе çыхăнса сварка ĕçĕсемпе ĕçлет, электросавапа усă курать, сăмакун юхтарать.

Электричество вăррисене кăçалхи февраль уйăхĕнче райхаçат урлах асăнтăмăр. Çутă вăрлакансем акт çырнипе штраф тÿлеме килсен хăйсен хушамачĕсене уççăнах ан кăтартăр-ха тесе ыйтаççĕ. Эпир малашне те райхаçатра çутă вăрлакансене ятранах асăнăпăр, вĕсене саккун ыйтнă пекех айăплăпăр. Саккун вара çутă йăкăртакансене пуçран шăлмасть - питĕ пысăк штраф тÿлеттерет (7 пинрен пуçласа 25 пин таран). Намăса çухатнă вăрăсене сăмахпа ăнлантарса çитерейменнипе çак пысăк виçесене вăя кĕртетпĕр. Малтанхи вăхăтра çутă вăрланипе тытăнсан чи пысăк виçе - 3500 тенкĕ, пĕчĕкки - 1500 тенкĕ çеç тÿлемеллеччĕ. Штраф виçи пысăккине кура çынсене халĕ тĕплĕн шухăшлама ыйтатпăр. Электроэнергипе счетчик урлă çеç усă курăр.

Ялсенче ытларах хусахсем, эрех ĕçсе пурăнакан çынсем çутăшăн тÿлемеççĕ. Вĕсемпе те малашне вирлĕн кĕрешĕпĕр. Хĕле хирĕç кун пек категорири çынсене кăшт шеллесе вĕсене электроэнергисĕр хăвармарăмăр. Çуллахи вăхăтра вара 3 уйăх ытла тÿлеменнисене акт çырсах электроэнерги парассине чарса лартатпăр, электричество пралукне пирĕн ĕçченсем татса яраççĕ. Çавăнпа та парăмсене çак кĕске хушăра татма сĕнетпĕр.

Электроэнерги учечĕпе контроль службин ĕçченĕсене çурта кĕртмен çынсене те шеллемĕпĕр. Малтан вĕсене çирĕп мерăсемпех айăпламан. Малашне пирĕн обществăн монтерĕсене 2 хутчен те çурта кĕртмесен, электричество пралукне тататпăр. Пралука татнишĕн потребителĕн хăйĕн тăкакланмаллине шута илсен, пирĕн службăри ĕçченсене электроэнергипе мĕнле усă курнине тĕрĕслеттермеллех.

Хĕрлĕ Чутай салинче тата колхоз хваттерĕсенче пурăнакансем пирки пĕр-ик сăмах. Унччен Хĕрлĕ Чутай салинчи хваттерсенче пурăнакансен çутăшăн коммуналлă хуçалăха тÿлемелле пулнă, каярахпа - Çĕмĕрлери энергосбыт компание. Анчах та ку çынсенчен чылайăшĕ çутăпа усă курнăшăн пачах та тÿлемеççĕ, энергосбыт компанипе ятарлă килĕшÿ те туман. Пирĕн ĕçченсем çывăх вăхăтрах хваттерсене çитеççĕ, парăмсем пулсан электроэнерги парассине чараççĕ. «Энергобаланс» ТЯО юлашки виçĕ çулшăн парăма шыраса илме пултарнине кура çутăпа усă курнăшăн тÿлеме сĕнетпĕр.

Иртнĕ çул районта инвентаризаци тапхăрĕ пычĕ. Çав вăхăтра ял çыннисен юсавсăр е вĕсен патшалăх тĕрĕслевĕн срокĕ тухнă счетчикĕсене тÿлевсĕрех 2,5 тĕрĕс виçеллĕ (класс точности) улăштарса панă. 2006 çулхи августăн 31-мĕшĕнче РФ Правительстви «Об утверждении правил функционирования розничных рынков электрической энергии в переходный период реформирования электроэнергии» йышăну кăларнă. Унти 141 статьяпа килĕшÿллĕн, счетчиксем 2,0 тĕрĕс виçеллĕ кирлĕ. Юридици сăпачĕсен вара - 1,0 тĕрĕс виçеллĕ. Çак статьяпа килĕшÿллĕн халăхăн малтанхи 2,5 тĕрĕс виçеллĕ счетчикĕсене 2,0 тĕрĕс виçеллисемпе улăштарма тивет. Паллах, ку тÿлевлĕ. Паянхи пурнăç ыйтакан 2,0 тĕрĕс виçеллĕ счетчиксем «Энергобаланс» ТЯО-ра сутлăхра пур. Паллах, ялсенчи пур çын та хăйсен счетчикĕсем мĕнле тĕрĕс виçеллĕ пулнине пĕлмесен те пултараççĕ. Çавăнпа та пирĕн ĕçченсем ялсенчи кашни киле тенĕ пекех кĕрсе хуçисемпе тĕл пулаççĕ, предписани çырса хăвараççĕ. Предписани çырнă хыççăн пĕр уйăх хушшинче счетчике улăштармалла. Счетчиксене малтанах туянма та пулать, «Энергобаланс» ТЯО ĕçченĕсем хăйсем те илсе килсе параяççĕ.

Юлашки вăхăтра ялсем тăрăх ултавçăсем çÿренине те палăртмалла. Вĕсем ватăсен асăрханусăрлăхĕпе, вĕсем пурне те пĕлсе çитейменнипе усă курса юрăхсăр счетчиксене улăштараççĕ, татса янă пралуксене сыпса па­раççĕ... Çийĕнчен улталаса укçа илсе тухса каяççĕ. Çавăнпа та çынсене питĕ тимлĕ пулма ыйтатпăр. Çутă тĕрĕслесе çÿрекенсенчен яланах удостоверени ыйтăр, унта Хĕрлĕ Чутайри «Энергобаланс» ТЯО-н участокĕ тесе çырнине куçпа курса ĕненĕр. Çак ĕçченсен çеç сирĕн счетчиксене тĕрĕслеме, ăна улăштарма ирĕк пур. Тепĕр саманта та манса ан кайăр. «Энергобаланс» ТЯО ĕçченĕсем нихăçан та алăран укçа илмеççĕ. Счетчике улăштарас, çутăшăн парăма тÿлес тесен çынсен  «Энергобаланса» килмелле, квитанци çырса панă хыççăн укçине Перекет банкне тÿлемелле. Ултавçăсем пуяс шутпа темĕнле майсем те шыраса тупаççĕ. Юриех квитанци те çырса параççĕ. Ултавçăсен серепине ан лекĕр, питĕ асăрхануллă пулăр.

Юлашкинчен ял çыннисене çутăшăн вăхăтра тÿлеме, унпа саккунлă майпа çеç усă курма ыйтатпăр. Кун пек чухне çеç пирĕн хушăра ăнланманлăх пулмĕ, - вĕçлерĕ калаçăва Н.Артемьев.



"Пирěн пурнăç"
19 мая 2007
00:00
Поделиться