«Кăвак çулăм» ялкăштăр
Акционерсен “Чувашсетьгаз” уçă пĕрлешĕвĕн “Красночетайгаз” патшалăх унитари предприятине 1997 çулхи январь уйăхĕнче йĕркеленĕ. Аварипе диспетчер служби тума район администрацийĕ УАЗ машина парса пулăшнă. Предприятие аталанса вăй илме укçа-тенкĕ те çителĕклех уйăрнă. Нумаях пулмасть ăна “Моргаушимежрайгаз” филиалĕн Хĕрлĕ Чутайри газ участокĕ туса хунă, унăн ертÿçи - И.М.АЛЕКСЕЕВ.
- Иван Моисеевич, предприяти вунă çул хăйĕн çулĕпе утнă хыççăн каллех кÿршĕсемпе пĕрлешни мĕнпе çыхăннă;
- Рынок тапхăрĕ кашни пуса шутлама хистет. Пĕчĕк предприятисене хальхи вăхăтра çăмăл мар. Вĕсене пĕрлештерсе пысăклатни тăкаксене чакарать. Сăмахран, пирĕн районăн экономикине вăйлă аталаннă теме иртерех-ха. Çавна май ялсенче çут çанталăк газĕ кĕртесси те чăхăмлать. Хальхи вăхăтра “кăвак çулăмпа” Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пурăнакансен 60 проценчĕ кăна усă курать. Кăтарту, чăн та, пăшăрхантарать. Мĕншĕн тесен çитменлĕх пирĕн ĕç-хĕле те витĕм кÿрет. 2006 çула тăкаклă вĕçлени çакăнпа та çыхăннă. Ялсене газ пăрăхĕсем хыватпăр, анчах усă куракансем сахал. Потребительсен хисепĕ пысăк пулсан кăна тупăш илме май пур. Пăрăхсене, оборудование пăхса тăма сахал мар тăкакланатпăр. Кун пек лару-тăрура хамăра хамăр тытса тăма чăннипех йывăр.
- Вуншар çул ĕмĕтленнĕ çут çанталăк газĕпе ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ усă курайманнине мĕнле ăнлантармалла;
- Укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе, паллах. Ура çине çирĕп тăракан уйрăм хуçалăхсем тахçанах газ кĕртнĕ. Ыттисем вара вутă-шанкăпа çурт ăшăтаççĕ. 2003-2004 çулсенче района газификацилес ĕçе вăйлатас тесе çанă тавăрсах вăй хутăмăр. Халăхăн укçи çитейменнипе предприяти кĕсйинчен тăкакларăмăр. Кĕске хушăра 2803 кил-çурта “кăвак çулăм” çитертĕмĕр, ялсене пăрăхсем хыврăмăр. Паянхи кун та парăмсене пуçтарса пĕтерейместпĕр. Çурта кĕртнĕ газпа та усă курмаççĕ, мĕншĕн тесен парăма татмалла. Унччен савăнсах çут çанталăк ырлăхне йышăннăскерсем халĕ: “Пире кирлĕ мар”, - теççĕ кăна. Хăшĕ-пĕри вара çуллахи вăхăтра çеç усă курать. Паянхи куна предприяти ĕнси çинче 165 пин тенкĕ çакăнса тăрать. Хĕрлĕ Чутай, Туктамăш, Атнар ялĕсенче пурăнакансен парăмĕ уйрăмах пысăк. Укçа ыйтма пырсан кил хуçисем айккинелле пăрăнма хăтланаççĕ. Апла камшăн тăкакланнă, тăрăшнă пирĕн ĕçченсем; Ял халăхне патшалăх çăмăллăх кредичĕ те парса пулăшрĕ ĕнтĕ ку енĕпе. Шел, унпа та туллин усă кураймарăмăр пулас.
- Иван Моисеевич, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çут çанталăк газĕ пач ăшăтман ялсем пур-и;
- Кишлĕ, Хĕрлĕ Çыр, Вишенер, Дубовка, Пчелка, Лоба, Горбатовка ялĕсене халĕ те пăрăхсем хывман-ха. Вĕсем район центрĕнчен аякра вырнаçнă, кашнинчех 10-15 çурт кăна. Пĕчĕк ялсен малашлăхĕ çук тесе-и Хĕрлĕ Çырпа Кишлĕне çеç хытă, такăр çулпа çыхăнтарнă. Ялсенче пурăнакансен йышĕ те çулран-çул чакса пырать. Сăмахран, тăван Яманкассинче эпĕ ас тăвасса 105 килччĕ, халĕ 100 юлнă, вĕсенчен çурри ытла пушă. Юлашки хут Яманкассинче 1998 çулта ача çуралнă. Ял ватăлса, пушанса пырать, асфальт çул та, газ кĕртни те лару-тăрăва улăштараймаççĕ. Апла тĕплĕ шутламасăр газ пăрăхĕсем хывса, çул сарса тăкакланма кирлех-ши; Ман шутпа, малтан ĕçпе тивĕçтермелле. Ĕç пулмасан çамрăксем тытăнса тăмĕç. Паллах, пурăнма йĕркеллĕ условисем туса парасси пирки те манмалла мар.
- Сирĕн ĕç калăпăшĕ чакнă май Хĕрлĕ Чутай участокне те реорганизацилесси хăратмĕ-и;
- Хальхи вăхăтра 6506 хваттерте “кăвак çулăм” ялкăшать. Вăл шутран çут çанталăк газĕпе 4899, шĕвĕ газпа 1617 çемьене тивĕçтернĕ. Район территорийĕнче çĕр айĕпе тата сывлăшран каякан газ пăрăхĕ 712 километр тăсăлать. Газ валеçекен пунктсене, котельнăйсене, пăрăхсене, оборудование асăрхаса-пăхса тăратпăр. Çĕнĕ çурт-йĕр çавăракансем те сахал мар, вĕсене газ кĕртме проектсем хатĕрлеме, монтажпа строительство ĕçĕсем тума пулăшатпăр. Сăмахран, пĕлтĕр 286 хваттере “кăвак çулăм” çитернĕ. Райпон 6 магазинне, “Сельхозэнерго” тулли мар яваплă пĕрлешÿ гаражне, строительство организацийĕн администраци çуртне газпа ăшăтмалла турăмăр. Халĕ пирĕн тĕп ĕç - газпа усă курассине йĕркелесе тăрасси. Çакна туллин пурнăçлама условисем çителĕклех. 2003 çулта икĕ хутлă кантур çуртне çĕклесе лартрăмăр. Халĕ унта специалистсен пÿлĕмĕсем. Гараж юсаса çĕнетрĕмĕр, территорине асфальт сарнă.
- Çак тапхăрта коллективра мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç;
- “Моргаушимежрайгаз” предприятипе пĕрлешнĕ май йыш сахалланчĕ. Паллах, ытларах бухгалтерсен ĕç вырăнне пушатма тиврĕ. Халĕ коллективра 35 çын. Кунта вуншар çул вăй хуракансем сахал мар. Н.Серин, М.Патьянов, Ю.Барышников, В.Кучекеев, Г.Елайкин, А.Федоров тата ыттисем те ăшă сăмахсене тивĕç. Вĕсем предприяти йĕркеленнĕренпех çак ĕçре тăрăшаççĕ. Пысăк опытлă, ăста специалистсенчен вĕренмелли нумай.