Деян салинчи тĕл пулу
Хĕвеллĕ те лăпкă çурхи кун.
Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкултан икĕ автобус çула тухрĕ. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем Чул хула облаçĕнчи Деян салине хăйсен тусĕсемпе тĕл пулма васкаççĕ иккен. Малтанхи хутĕнчех туссем пĕр-пĕринпе тепĕр хут тĕл пулма калаçса татăлнăччĕ.
Вăрăм çулта икĕ сехет иртни никама та сисĕнмерĕ. Часах мишеркассисем Деянти вăтам шкула çитрĕç. Хăйсене çăкăр-тăварпа, янăравлă параппансемпе кĕтме тухни, хапăлласах йышăнни пурне те хавхалантарчĕ, савăнтарчĕ. Вĕрентекенсем - учительсен пÿлĕмне, ачасем вĕренÿ пÿлĕмĕсене вырнаçрĕç. Пурте актовăй зала пуçтарăнсан пуху пуçланчĕ. Чи малтанах, кĕтнĕ хăнасене саламлама, килнĕшĕн тав тума Л.Г.Чилеева шкул директорĕ сăмах илчĕ. Çыхăнусем хăçан пуçланса кайни çинче те кĕскен чарăнса тăчĕ вăл. Çак тĕл пулăва пурте - аслисем те, кĕçĕннисем те - питĕ кĕтнине, туссемпе хăвăртрах тĕл пулса калаçма ĕмĕтленнине те пĕлтерчĕ, ачасене вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыма тата вĕрентекенсене ĕçре çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. Вăлах Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул директорне грамота парса чысларĕ.
Деян ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Т.В.Давыдова çакăн пек тĕл пулусенче хальхипе виççĕмĕш хут иккен. Çакăн пек туслăх тахçантанпах пыни чăвашсемшĕн те, вырăссемшĕн те усăллă тата кирлĕ пулни, туслăх нимĕнрен те хакли çинче чарăнса тăчĕ. Пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Мишеркассисене йывăçран касса ăсталанă савăт парнелерĕ.
Пильна районĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.В.Петина та икĕ халăх хушшинчи туслăх пуçланнăранпа 45 çул çитнине палăртнă çĕре çитме кăмăл тунă. Пултаруллă ĕçтешĕмĕр хăйсен районĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе ÿсĕмĕсене палăртрĕ, малалла мĕнле ĕçсем пулассине, мĕнле тĕллевсемпе пурăннине пĕлтерчĕ. Галина Владимировна та Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул директорне интернационалла туслăха малалла аталантарнăшăн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çак шкултах нумай çул хушши истори тата музыка предмечĕсене вĕрентекен Н.А. Михатайкина та грамотăпа чысларĕ. Пултаруллă баянистсăр тата юрăсăр лайăх уяв ирттерме çуккине асăнчĕ вăл. Николай Алексеевичшăн ку вырăс енчи туссем парнеленĕ иккĕмĕш грамота пулчĕ. Иртнинче ăна çакăн пек наградăпах Л.Г.Чилеева хавхалантарнăччĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕн вĕрентÿ пайĕн ИМЦ ертÿçи А.М.Пигильдина та сăмах илчĕ. Вăл хамăр районти вĕренекенсем республика тата патшалăх шайĕнче иртекен мероприятисене, олимпиадăсене хутшăннине, çĕнтерÿçĕсем пулса тăнине палăртрĕ. Президент грантне илме пултарнă вĕрентекенсем çинчен тата шкулсем те çакăнтан аякра юлманнине, чăваш ачисем вăтам шкултан вĕренсе тухнă чух тахçантанпах пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытнине, кăçалтан вырăс ачисен те çак çĕнĕлĕхпе паллашмаллине асăнчĕ.
Пуху вĕçленсен, яланхи йăлапа, хăнари шкул (хальхинче Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул) хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çавна май шкул мĕнле ÿсĕмсемпе çитĕнÿсем туса пыни те, камсем пуринчен те пултаруллăрах пулни те, малашне мĕнле ĕмĕт-тĕллевсемпе пурăнни те палăрчĕ.
Унтан «Детство» юрăпа мишеркассисен хорĕ хаваслă концерта пуçларĕ. Нумай-нумай юрă, ташă, сăвă пулчĕ репертуарта. Куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнни концерта хутшăнакансене хавхалантарчĕ, савăнтарчĕ. Çавăнпах хăйсен ăсталăхне вĕсем туллин кăтартма пултарчĕç. Аслă классенчи хитре пикесен çепĕç ташшисем те, улттăмĕшсемпе саккăрмĕшсем ушкăнпа юрлани те питĕ килĕшрĕ залра ларакансене. Пурте маттур пулчĕç. Çапах та О.Микушкина, А.Моторина, А.Ворожейкина, Г. Ильина, К. Ильина, М.Трифонов, М.Иванов, К.Журавлева, Л.Андрианова, К.Микушкина, Д.Мухаров, М.Долгов вĕренекенсен пултарулăхĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Шкул ачисен концерчĕ ăнăçлă иртнинче шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн Г.Д.Николаеван тата Н.А.Михатайкинăн тÿпи пысăк.
Хăйсен шкулĕпе, унти кабинетсемпе те паллаштарчĕç деянсем. Туслăх йĕркеленнĕренпе 45 çул çитнĕ май хатĕрленĕ, малтанхи тĕл пулусем вăхăтĕнчи сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă плакатсем те, тĕрлĕ, пуян содержаниллĕ альбомсем те интереслĕ пулчĕç.
Малалла Р.В.Вазякова йĕркелесе ертсе пынипе аслă классем волейболла выляса мала тухассишĕн тупăшрĕç. Тĕрлĕ вăйă-кулă, шÿт пуçланчĕ, ачасем хушшинче конкурссем иртрĕç.
Учительсем хушшинче Деян шкулĕнче ĕçлесе, Мишеркасси шкулĕпе туслă çыхăнăва чи малтан пуçараканнисем те пулчĕç. Валентина Александровна Чилеева ун чухне пионерсен вожатăйĕ пулса ĕçленĕ. Вырăс енче ачасен «Лебяжье» ятлă кану лагерĕ пулнă. Унта вырăссемпе чăвашсен ачисем те канма çÿренĕ. 1961 çулта «Искра» колхозăн ертÿçи Александр Дмитриевич Смалайкин тата Чул хула облаçĕнчи Пильна районĕнчи «Путь к коммунизму» колхоз ертÿçи Дмитрий Иванович Алатин сĕннисемпе чăваш тата вырăс шкулĕсен директорĕсем Сăр юхан шывĕ хĕрринче тĕл пулнă. Вĕсем кунта колхозсен пĕрлештернĕ «Туслăх» ятлă пионерсен лагерьне йĕркелеме калаçса татăлнă. Икĕ шкулта ĕçлекен учительсем те çак шухăшпа килĕшнĕ, лагерьте тÿлевсĕр ĕçлемелле пулнă. Кану йĕрки икĕ сменăпа иртнĕ, кашни смена вун икшер куна пынă.
В.Чилеева туслăха йĕркеленĕренпе 50 çул çитнине те тем пекех паллă тăвасшăн, туяпа çÿрес пулсан та çав уява çитсе курма ĕмĕтленет ветеран. Хăйсемпе пĕр вăхăтра ĕçленĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, лагерьсенче тăрăшнă учитель-пенсионерсене пурне те ырăпа аса илет. Вăл И.Я.Вазякова, Н.А.Вазякована, А.П. Лукинана, Л.А. Порфирьевана тата ыттисене те ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунса пысăк та хĕрÿллĕ салам каласа ячĕ.
Тĕл пулăва хутшăнса мишеркассисен пултаруллă та ăста музыканчĕ Н.А.Михатайкин пухăннисене ветерансен çамрăклăхĕ вăхăтĕнчи юрăсене аса илтерсе юрлаттарчĕ. Аслă ăрури вĕрентекенсем те, çамрăкраххисем те юрăсене пĕтĕм кăмăлтан шăрантарчĕç.
Киле каяс вăхăт çитсен вырăссем тусĕсене çывăхран та çывăх тăванĕсене ăсатнă пек ăсатрĕç. «Лайăх юлташпа çула тухсан çул вăрăм пулни сисĕнмест», - тенĕ ваттисем. Мишеркассисене ырă кăмăллă, шÿте ăста, шкул автобусне хăйĕн килĕ-çурчĕ пекех таса та тирпейлĕ тытакан И.Н.Долговпа чăнах та вăрăм çул та киле çитме кĕске пекех туйăнчĕ.
Пулса иртнисем пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕç . Малалла та çыхăнусем татăлмасса шансах, ĕненсех тăрăпăр, вĕсене чăтăмсăррăн кĕтĕпĕр.