Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пĕлĕвĕсене ÿстернĕ

Хальхи вăхăтра вĕрентÿре информатизаци ыйтăвĕсене пысăк вырăна хураççĕ. Çак тĕллевпе шкулсем те компьютерсемпе пуянланса пыраççĕ. Унпа пĕрлех вĕрентекенсене компьютер технологийĕсене алла илсе ĕçре усă курма хăнăхтарма, вĕсен пĕлĕвне ÿстерме тăрăшмалла. Калас пулать, республикăра “Вĕрентÿ системине информатизацилесси” проект вăя кĕчĕ. Проектпа килĕшÿллĕн, ЧР Вĕрентÿ министерстви республикăри база шкулĕсенче 25 методика центрĕ уçма палăртнă. Пирĕн районта шкулсем хушшинчи методика центрне Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче апрель уйăхĕнче уçрĕç. Центрăн тĕллевĕ - районти шкулсенчи 75 учительпе информатизаци енĕпе тÿлевсĕр вĕренÿ курсне ирттересси. Палăртмалла, апрелĕн 19-мĕшĕпе майăн 10-мĕшĕччен 12 вĕрентекен вун пилĕк кун хушши вĕренÿ курсне çÿренĕ, çĕнĕ технологие алла илме хăнăхнă. Хальхи вăхăтра вĕсем проект ĕçне хÿтĕлеме хатĕрленеççĕ. Учительсене информатизаципе компьютер технологийĕн вĕренÿри кăткăс ыйтăвĕсемпе вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕ Ю.Н.Кузьмин паллаштарнă.

Информатизаци енĕпе тÿлевсĕр вĕренÿ курсĕ çитес уйăхра татах та пулĕ. Ун чухне те 12 учитель пĕлĕвĕсене ÿстерĕç.

 



"Пирěн пурнăç"
16 мая 2007
00:00
Поделиться