Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Мĕнле ят панинчен çын пурнăçĕ, кăмăл-сипечĕ килет

Асанне каласа панине аса илетĕп. Çемьере ывăл çуралсан упăшки ăна Петĕр ят пама сĕннĕ. Ун пек ятлă çын ялта чи усал этем шутланнине кура асанне ывăлне тем тесен те çак ята пама килĕшмен. Ĕлĕкхи çын, вĕренмен пулсан та, ачине мĕнле ят парас пирки тĕплĕн шутланă иккен. Усал çын ячĕ тесе ачасене çак ята паман.

Пĕчĕк пепке çут тĕнчене килсен пур çемьере те чăн-чăн тавлашу пуçланать. Ашшĕ-амăшĕ çĕнĕ çын валли килĕшекен ят шыраса тупнă пулин те татах тем тĕрлĕ вариант шырать. Ят хунă чухне яланах ашшĕн сăмахĕ тĕп вырăнта пулнă. Ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне хисеплесе ачисене вĕсен ячĕсене пани нумай тĕл пулать.

Ваттисем каланă тăрăх, вилнĕ çынсен ячĕсене ачасене пама хушмаççĕ. Вилнĕ çын пурнăçне ача тепĕр хут пурăнса ирттерет имĕш.

Юлашки çулсенче ĕлĕкхи ятсем сумра тенине илтнĕччĕ. Тĕрĕсех-ши; Пирĕн тантăшсем хушшинче ытларах Саша, Сергей, Володя, Андрей, Миша, Коля ятсем анлă сарăлнă. Хĕрсен хушшинче Наташа, Люда, Света, Оля, Ирина, Таня ятсем час-часах тĕл пулаççĕ. Телевизорпа тем тĕрлĕ сериалсем кăтартма пуçласан вĕсенчи тĕп сăнарсен ячĕсене те килĕштерчĕ пирĕн халăх. Калăпăр: Макс, Влад, Ксения, Диана, Виктория...

Мĕнле ят панинчен çын пурнăçĕ, унăн кăмăл-сипечĕ килет теççĕ. Кун пирки тем тĕрлĕ çырни те пур. Чăнах та пулĕ. Пĕр пек ятлă çынсен пĕрпеклĕхĕсем чылай пулнине пурте асăрхатпăр.

Чăвашăн ĕлĕкренех чиркÿ йĕркипе ят парасси йăлара пулнă. Халĕ мĕнлерех-ши;

Расна вăхăтра тĕрлĕ ятсем ытларах тĕл пулаççĕ. Юлашки çулсенче ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкине сахал тĕл пулакан е пачах пирĕн тăрăхра сарăлман ят пама тăрăшни сисĕнет. Ун пек ятсем хушшинче - Дарьяна, Злата, Карина, Виолетта, Жасмин.

Ачана ашшĕпе пĕр ят пани тĕл пулать. Ун пеккисенчен - Павел Павлович, Иван Иванович, Николай Николаевич... Палăртас килет, республикăра ниепле те ачасене чăн чăваш ячĕсене парасси сарăлмасть.

Ят пама тăхтаса тăракансем валли ятарлă вырăс халăх ячĕсен словарĕ пур. Чăваш ячĕсем суйлама брошюра та кăларнă. Тĕслĕхрен, Нарспи, Пинерпи, Сарпи ятсем мĕнле кăмăллăн янăраса илтĕнеççĕ. Чăваш халăхĕ хăйĕн ачисене чăвашла ят памасть. Темрен килет çакă, калама хĕн. Çак утăмран ĕнтĕ тăван чĕлхене, халăха, сăмахăма юратма вĕрентни тытăнать-çке. Эпир вара ÿссе çитнĕ яш-кĕрĕмре чăвашлăх туйăмĕ çуратасшăн. Кая юлман-ши;



"Пирěн пурнăç"
16 мая 2007
00:00
Поделиться